Ростех тата Чӑваш Ен цифра технологийӗсемпе сывлӑх сыхлавӗн сферинчи пӗрлехи проектсем пирки калаҫса татӑлнă

Ростех и Чувашия договорились о совместных проектах в сфере цифровых технологий и здравоохраненияЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата  Ростех  Патшалăх корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Сергей Чемезов пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесси пирки килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Ĕҫ хучĕ экономикăпа социаллă инфратытăма аталанса пыма витĕм кӳрĕ.  Сывлăх сыхлавĕпе цифра технологийĕсен пайĕнче пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.

Килĕшĕве тĕпе хурса, регионта  наукăпа техника, производство потенциалне ҫирĕплетесси куҫ кĕретех.  Медицина учрежденийĕсене хута ярасси, экологи тата ытти ыйтусем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ.  Чăваш Енре клиника больницине, онкологи диспансерĕн ҫĕнĕ корпусне ҫĕклесси пирки  ыйтăва тарăн  ертрӳҫĕсем сӳтсе явнă.

«Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе туллинрех халăх усă курма пултарать. Туххăмрах чирлисене тупса палăртма, медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерме условисем чаплăрах йĕркеленесси куҫ кĕретех пулĕ», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Республикăра ҫул-йĕрпе транспорт тытăмне цифра ҫине куҫарма плана кĕртнĕ.   

«Чăваш Республикинче наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырас ĕҫе Ростех витĕм кӳме хатĕр.  Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан инфратытăма аталантарассипе йышăнакан проектсене те пурнăҫлама пулăшăпăр. Вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе культура, экологи, ЖКХ, хăрушсăрлăх енĕпе йышăнакан проектсемпе яланах  ĕҫлеме килĕшетпĕр. Социаллă объектсене тăвассипе ĕҫ опычĕ пысăк», – тесе пĕлтернĕ Ростех Патшалăх корпорацийĕн пуҫлăхĕ Сергей Чемезов.  

Палăртма кăмăллă, Якутире Ленский кĕперĕн строительство ĕҫе  Ростех пурнăҫлать.  РФ регионĕсенче пурĕ сиплев учрежденийĕсене – 15 хута янă. Ҫулталăкне объектсенче 45 пин ытла ача кун ҫути курать.  Ҫĕршыври чылай хуласенче вĕсен объекчĕсем халăха савăнтарни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  

Фоторепортаж



26 января 2021
10:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter