Çурт тăрринчи юр никама та ан кăтарттăр хур

ХĔЛ кунĕсем шартлама сивĕпе çеç мар, юрпа та илемлĕ. Кăçал ку тĕлĕшпе Хĕл Мучи пире кăмăлтан савăнтарчĕ темелле. Пĕр-икĕ кунхи çил-тăманлă çанталăк урамсемпе тăкăрлăксене çеç мар, çуртсен тăррисене те темĕн хулăнăш шурă "пустав" витрĕ. Хăш-пĕр çурт тăррисенчен юр хĕвсе хытарнă катрамсем çур метр ытла та тухса кайнă. Вĕсем халь-халь йăтăнса анасла çакăнса тăраççĕ. Çанталăк ăшăтса кайнă май çакскерсем иртен-çỹреншĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа та патшалăх çурчĕсенче пурăнакансен, организаци-предприяти, учрежденисен тата ыттисен те çав хăрушлăха сирес тесе паянах ĕçлемелле, юрсене антармалла. Хĕллехи юр никамшăн та инкек сăлтавĕ ан пултăр.

Авангард

Тĕплĕнрех



26 января 2021
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter