Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Камчатка крайĕн Пуҫлăхĕпе Владимир Солодовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Камчатка крайĕн Пуҫлăхĕпе Владимир Солодовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче икĕ регион хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлӑлатасси пирки калаҫса татăлнă. Экономикăн тĕрлĕ сферинчи пĕрлехи проектсемпе ĕҫлеме калаҫса килĕшнĕ.
Владимир Солодов хăйĕн сăмахĕнче регион социаллă пурнăҫпа экономикăна ҫĕнĕлле аталантарас енӗпе страгегиллĕ ĕҫ хутне йĕркеленине палăртнă. Ҫавна май Раҫҫейри тĕрлĕ регионсемпе тачă ҫыхăну тытни, паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хуни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тенĕ.
«Чăваш Республикипе ҫыхăну тытни - аталану ҫул-йĕрне витĕм кӳрӗ тесе шухăшлатăп. Республикăра тахҫантанпах пысăк технологиллĕ хатĕрсене тĕпе хурса ĕҫленине пĕлетпĕр. Цифра пайĕ анлă сарăлнă сирĕн патра. Промышленноҫ тата ял хуҫалăх пайĕ аталанни ытти регионсемшĕн паха тĕслĕх пулса тӑрать. Пирĕншĕн ку тытăмсем шăпах пĕлтерĕшлĕ. Туризма аталантарассипе те пĕрле ĕҫлеме тĕллевсем пур. Пирĕн вара тĕп пуянлăхсенчен пĕри – пулă ĕрчетекен промышленноҫ. Регионсене хамăрăн паха тавара илсе ҫитерме тĕллев лартнă. Вăл шутран, Чăваш Республикинче пурăнакансене те унпа тивĕҫтерме шухăшсем пур», - тенĕ Камчатка крайĕн Пуҫлăхĕ.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тавар пирĕн тăрăхри халăхшăн кăсăклă пулассине каланă, ку ыйтупа тарăнрах ĕҫлемеллине палăртнă. Кунсăр пуҫне электротехника тытăмĕнче те пĕрлехи проектсем хута яма май пуррине асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.
«Электротехника хатĕрĕсене тирпейлесе кăларассипе Чăваш Республики малта пыракан субъектсенчен пĕри тесен те йăнăш пулмĕ. Камчаткăшăн пирĕн таварсем усăллă пулассине шанатпӑр», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.
Ертӳҫĕсем ҫавӑн пекех пысӑк тракторсем туса кӑларассипе ҫыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнӑ. Чăваш Енри тракторсен завочĕпе килĕшсе ĕҫлемелли пирки чарăнса тăнă. Экономика пайне шăпах та, ҫак предприяти пысăк витĕм кӳме пултарать. Тухăҫлă, пысӑк тракторсене туянас ыйту Камчатка крайĕшĕн кун йĕркинче тăрать. Климат условийĕсене шута илсен, асӑннӑ тăрăхшăн пирӗн тракторсем уйрăмах паха тата вырăнлă пуласси никама та иккĕлентермĕ.