РФ Правительстви ҫумӗнчи Аналитика центрӗ Чӑваш Ен комплекслӑ аталанӑвне тивӗҫтерӗ

Аналитический центр при Правительстве РФ будет содействовать комплексному развитию ЧувашииМускавра Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Раҫҫей Правительстви ҫумӗнчи Аналитика центрӗн ертӳҫи Константин Калинин пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Документ регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне, ӑслӑлӑх, информаципе аналитика ҫыхӑнӑвне вăй илтерме витӗм кӳрĕ.

 Вак тата вӑтам предпринимательлӗх секторӗн тухӑҫлӑхне лайăхлатас, патшалӑх тата муниципалитет хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ организацисем тӗлӗшпе корпораци управленийӗн тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе йышӑнусем тӑвассине те килĕшӳ уйрӑм тимлӗх уйӑрӗ.

Килӗшӗве пурнӑҫлани влаҫ органӗсен йышӑнăвĕсен ӳсӗмӗн тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшӗ.

 "Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫумӗнчи Аналитика центрӗ ҫӗршыври тӗрӗс информацие пухса тишкермелли тӗп вырӑн шутланать. Вăл управлени ӗҫӗнче тухӑҫлӑ йышӑнусем тума кирлӗ. Килӗшӳ калама ҫук пысӑк майсене уҫса парать. Эпир Чӑваш Республикинче тӗплӗнрех тишкерӳ туса, май килнӗ таран  тĕрĕс тата тухăҫлă  йышăнусем вӑхӑтра йӗркелеме тăрăшăпăр", - тенĕ Олег Николаев.

 "Эпир  яланах сире пулăшма хатĕр. Хамӑрăн ĕҫ опычĕпе паллаштарма хавас", - палӑртнă Аналитика центрӗн ертӳҫи Константин Калинин.

Фоторепортаж



27 января 2021
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter