Нушаллисем тимлĕхсĕр юлмĕç

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларура Правительство тăватă саккун проектне тата патшалăх программине улшăнусем кĕртессине ырларĕ.

Вĕрентÿ çинчен калакан саккуна «тÿрлетесси» хевтесĕр ачасемпе çыхăннă. Вĕсем килте вĕренеççĕ пулсан та икĕ хут тÿлевсĕр апатланассине çирĕплетрĕç. Апатланăва укçан саплаштарĕç - 138 тенкĕ шайĕнче. Çав шутра ирхи апат валли — 56,46 тенкĕ, кăнтăрлахи апатшăн — 81,54 тенкĕ. Хальччен унашкал тÿлев пулман. Çакăн валли бюджетран хушма 300 пин тенкĕ уйăрма тивĕ.

Социаллă учрежденисенче пурăнакан граждансене больницăсене госпитализациленĕ май вĕсене пăхассине те саккунпа çирĕплетессине ырларĕç. Çавнашкал çынсенчен ытларахăшĕ — инвалидсем, вĕсене ятарлă çынсем пăхни кирлĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтерчĕ: паян республикăри социаллă учрежденисенче пурăнакан ватăсемпе инвалидсен йышĕ 2 пин çын патнелле. Вĕсенчен 153-шĕ çуллен медстационарсенче сипленет.

Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă куракан категорисен списокĕ анлăланĕ. Патшалăх юстици службин ертÿçи Дмитрий Сержантов пĕлтернĕ тăрăх, тивĕçлĕ саккуна кĕртме сĕннĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕн малашне хваттер тума пая кĕнĕ граждансемшĕн, лицензисĕр хăварнă кредит учрежденийĕсен вкладчикĕсемшĕн, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлес енĕпе тата пенси çулĕсем çывхарнă май ĕçе йышăнма хирĕçленĕ тĕслĕхсенче адвокатсен пулăшăвĕ тÿлевсĕр пулĕ.

Республика Пуçлăхĕн суйлавĕ тата республика Пуçлăхне каялла чĕнсе илесси çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртесси федераци саккунĕсем «çĕнелнипе» сăлтавланнă — регион докуменчĕсене вĕсемпе çураçтармалла. Çав çĕнĕлĕхсен шутĕнче — сасăлава темиçе куна тăсма ирĕк пани. Тăсма юрать, анчах — виçĕ кунран ытла мар.

Ял хуçалăх çĕрĕсене урăх тĕллевсем валли куçарасси те тавлаштармарĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов хайхи тĕллевсене те уçăмлатрĕ. Пĕтĕмпе 143 гектар. Çав шутра Патăрьел районĕнче 20 гектар агропомышленноç паркĕ валли кирлĕ. Куславкка районĕнче те ял хуçалăх производстви йркелесшĕн. Красноармейски районĕнче вара тĕллевне улăштаракан, 5,5 гектара яхăн йышăнакан лаптăкра карьертан кăларакан тăма вырнаçтармалли уçă склад пулĕ.

Вĕрентÿ министерстви, ГКЧС хăйсен тĕллевĕсене пурнăçланă май волонтерсен организацийĕсемпе çыхăну тытса ĕçлемелли йĕркесене çирĕплетрĕç — документсенче енсен хутшăнăвĕсене тĕплĕ уçăмлатнă.

Дмитрий Краснов çавăн пекех республикăн экономика аталанăвĕн программине улшăну кĕртес ыйтупа та сăмах илчĕ. 2035 çулчченхи тапхăрлăха палăртнă программа валли уйăракан укçа виçи 11% хушăнать — пĕтĕмпе 46 миллиард тенкĕ ытла пулĕ.

www.hypar.ru

 

 



28 января 2021
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter