Çамрăк хоккеистсем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ

ÇĔНĔ Ахпỹртри Алексей Михайлов хастар ертсе пыракан çамрăк хоккеистсен "Олимп" ушкăнĕ Патăрьел районĕн чысĕ пулса тăчĕ. Спортсменсем çулсеренех республикăра хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Акă, çак кунсенче çеç "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕнче çамрăк хоккеистсен "Ылтăн шайба" ăмăртăвĕн республика шайĕнчи тупăшăвĕ иртнĕ. Унта чи вăйлă командăсем - Вăрнар, Елчĕк, Тăвай, Патăрьел хоккеисчĕсем - хутшăннă. Пăр керменĕнчи хоккеистсен тупăшăвĕ питĕ çивĕч пулнă, кашниех малти вырăншăн мĕн пур ăсталăхпа, хавхаланупа кĕрешнĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕленĕ çамрăк хоккеистсен аслă ушкăнри "Олимп" команди пăхăр медальпе таврăннă. Пĕрремĕш вырăна Вăрнарсен "Кристалл", иккĕмĕш Елчĕксен "Яльчики" командисем тухнă.

Авангард

 



29 января 2021
10:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter