«Вăрмансене упрас» Пĕтĕм Раҫҫейри акцине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хутшăннă

«Вăрмансене упрас» Пĕтĕм Раҫҫейри акцине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хутшăннă

 Шупашкар хулинче Атăл леш енче 2010 ҫулта ҫанталăк типĕ тăнине пула, вăрмансем ҫуннă.  Вăл ҫунса кĕлленнĕ вырăнсене ешертес тесе, Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем студентсемпе тата волонтерсемпе пĕрле 1,2 га йышăнакан ҫĕр лаптăкĕ ҫинче йывăҫ-тĕмĕсем (хырсем) лартса хăварнă иртнĕ кану кунĕнче.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев экологи акцине пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.  «Вăрмансене упрас» проект ҫитĕнекен ăрăва симĕс ылтăна сыхласа хăварма витĕм кӳрессе асăннă Пуҫлăх.

«2021 ҫулта 740 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче вăрман лартма плана кĕртнĕ.  Планпа пăхса хăварнинчен, ҫак кăтарту икĕ хут та нумайрах», - тесе пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче.  

Сăмах май, республика Ертӳҫи мĕн ачаран вăрмансене упраса хăварас ĕҫе хутшăннине, аслисемпе пĕр тан йывăҫ-тĕмсем лартма  тăрăшнине хыпарланă.  «Вăрмансене упрас» акцине Чăваш Енри  мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ирттерме тĕллев лартнă. Халăх та кăмăл тусах хутшăнать ҫак ĕҫе.  «Вăрман лаптăкĕсене тирпейлесе тăрас, типсе хăрнă йывăҫ турачĕсене вăхăтра пуҫтарас, киввисем вырăнне ҫĕннисене лартса хăварас тесе сахал мар ĕҫлеҫҫĕ регионта.  Йывăҫсене вăрманта кăна мар, ытти лаптăксенче те лартаҫҫĕ. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе регионти районсемпе хуласенче тĕллевлĕн ĕҫлесе пыраҫҫĕ», - тесе каланă Олег Николаев.  

Ҫырансен хĕррисене тытса хăварас тесе те сахал мар йывăҫ лартнă. Тавралăхра тирпей-илем хуҫаланни куҫ кĕретех.  



04 октября 2021
08:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter