Муниципалитет финанс тӗрӗслевне централизацилес енӗпе пухнӑ Чăваш Енĕн ĕҫ опычĕ ытти регионсене кӑсӑклантарать

Муниципалитет финанс тӗрӗслевне централизацилес енӗпе пухнӑ Чăваш Енĕн  ĕҫ опычĕ ытти регионсене кӑсӑклантарать

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, ертӳҫĕсем  финанс тĕрĕслевĕпе ҫыхăннă ыйтусем тавра канашланă.

«Эпир пĕлтĕр сирĕнпе пĕрле пысăк ĕҫ пуҫартăмăр.  Тĕрĕслевсен тухăҫлăхне лайăхлатма анчах мар, бюджет укҫи-тенкипе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине ҫивĕч асăрхаса тăма условисем хатĕрлерĕмĕр», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Светлана Аристова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палати хăйĕн «ҫул-йĕр карттине» туса хатĕрленине пĕлтернĕ, ĕҫе тапхăр-тапхăррăн йĕркелесе пынине те асăннă вăл.  Улатăр, Канаш, Ҫĕнĕ Шупашкар, Ҫĕмĕрле, Каҫал енпе Шăмăршă тăрăхĕсенче тĕрĕслев ыйтăвĕсене уҫăмлатса ҫитернине асăннă ертӳҫĕ.  Хальхи вăхăтра 16 муниципалитет пĕрлешĕвĕпе килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ, ытти юлнисемпе ҫитес вăхăтсенче ĕҫе йĕркелесе пĕтерме плана кĕртнине те хыпарланă вăл.    Сăмах май, пирĕн республикăри паха ĕҫ опычĕпе ҫĕршыври ытти субъектсем те кăсăкланнине асăннă Чăваш Республикинчи Шутлавпа тĕрĕслев палатин председателĕ.  Юлашки ҫулсенче ҫӳлерех асăннă служба патшалăх программисемпе пурнăҫланакан объектсене тимлĕ тĕрĕслев ирттернине каланă.  Бюджет укҫипе тĕллевлĕ усă курасси – тĕп ыйтусенчен пĕри. Апла пулсан, ку тĕлĕшпе вĕсем ыйтăва кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытаҫҫĕ.    Юлашки ҫулсенче 870 тĕрĕслев йĕркелесе ирттернĕ, 134 млн тенкĕ каялла патшалăха тавăрса пама йышăннă, финанс тĕлĕшĕнчен йĕрке пăсакансене те тупса палăртнă вĕсен служби.

Кирлĕ туянусене централизациленĕ майпа йĕркелесен, тен йăнăшсем те сахалтарах пулĕҫ теҫҫĕ ертӳҫĕсем.  Кун пирки тепĕр хут палăртсах каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

 

 



05 октября 2021
10:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter