Чӑваш Ене инфратытӑм бюджет кредичӗсене 3,7 миллиард уйӑрса пама килĕшнĕ

Чӑваш Ене инфратытӑм бюджет кредичӗсене 3,7 миллиард уйӑрса пама килĕшнĕ

РФ вице-премьерĕ Марат Хуснуллин Раҫҫейри регионсене аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн ларăвне  ертсе пынă вăхăтра кун пек йышăнăва туни пирки пĕлтернĕ.  

«Чăваш Республикине уйăракан кредит пурăнмалли ҫурт-йĕрсем тăвас ĕҫе тăкакланать, ҫĕнĕ районсем хута яма палăртнă.  Чи кирли проектсенче пурăнмалли ҫурт-йĕрсем кăна мар, социаллă объектсем те пур, ача сачĕсене те тума тĕллев лартнă.   Пĕр сăмахпа калас пулсан, инфратытăм хăватлă аталанмалла.  Енчен те ҫуртсемпе юнашарах ытти пĕлтерĕшлĕ объектсем те пулсан, тата та хăтлăрах пулĕ пурăнма ҫынсене», тенĕ Марат Хуснуллин.    

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Правительстви Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерствине кредит илме заявка тăратнă, пиллĕк приоритетлă проект туса хатĕрленĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 43 млрд  ытла тенкĕпе танлашнă.    

«Проектсем уйрăм территорисене атлантарма май парĕҫ. Тепĕр тесен, социаллă пурнăҫпа экономикăна та ҫирĕп аталантарма витĕм кӳрĕҫ.  Ун пек чухне ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăхланĕ», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Плана кĕртнĕ тăрăх, ача сачĕсем – тăваттă хута ярасшăн, ҫулсем сарма шут тытнă, республикăн тĕп хулипе Канаш хулинче автомашина ҫулĕсене тăвасшăн.   



06 октября 2021
14:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter