«Бизнеса пулӑшмалли майсем кӑҫал та сыхланса юлӗҫ» – палăртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

«Бизнеса пулӑшмалли майсем кӑҫал та сыхланса юлӗҫ» – палăртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

«Пĕлтĕр сахал мар преференцисем йышăнса хăварнă.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ валли  уйрăмах тĕрлĕ ҫĕнĕллĕхсемпе ҫăмăллăхсем йышăннă.  Кăҫал та ҫапла.  2020 ҫулхи налук ҫăмăллăхĕсене тĕпе хурса тата ытти ҫĕнĕлĕхсене 2022 ҫултан тин  пурнăҫа кĕртме палăртнă», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Енчен те вара ҫĕршыври пекех пирĕн тăрăхра та кăшăл вирус чирĕ лăпланмасан, налук ставкисене ӳстерессипе палăртнă ыйтăва ҫĕнĕрен пăхса тухма тивĕ, ытти  ҫулсене куҫарма пултарасси те куҫ кĕретех пулĕ.   

«Пирĕн тĕллев экономика аталанăвĕн тĕп балансне тупасси.  Малалла ăнтăлассишĕн тăрăшмалла, обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелле, халăхăн ырлăхĕшĕн яваплăха туйса ĕҫлемелле»,  тесе каланă Олег Николаев.  

Республика Пуҫлӑхӗ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Чӑваш Ен  Финанс министерстви тата  Чăваш Енри УФНС налук саккунӗсен улшӑнăвĕсем пирки пӗр вӗҫӗмсӗр мониторинг ирттереҫҫĕ тата республика бюджетне налук тупӑшне кӗртессине тишкерсе  тăраҫҫĕ.

Паянхи кун УСН суйланӑ ҫынсен шучӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗпе танлаштарсан 3 пин единица чухлӗ ӳсрӗ, вӑл 32,1 пин ҫынна яхӑн, ПСНа куҫнисем вара – 10 хут ытла ӳснĕ 9,2 пин ҫын шутланать.    

Ҫавна май Чӑваш Ен пӗрлештернӗ бюджетне 2021 ҫулхи сакӑр уйӑх хушшинче, 2,9 миллиард тенкӗ кĕнĕ, 1,5 хут пысăкрах маларахри ҫултан, ҫак тапхăртинчен, ПСН – 140 миллион тенкӗ 12,8 хут ӳснӗ.  Пурлăхшăн налук 1,9 миллиард тенкӗ пухăннă, 4 процент чухлӗ хăпарнă.



07 октября 2021
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter