«Чӑваш Республики производствăри пĕчĕк бизнесăн экспортне паракан пулăшу калӑпӑшӗ ултӑ хут ӳсрӗ», – палăртнă Олег Николаев

«Чӑваш Республики  производствăри пĕчĕк  бизнесăн экспортне  паракан пулăшу калӑпӑшӗ ултӑ хут ӳсрӗ», –  палăртнă Олег Николаев

«Кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнă 32 чӑваш производителĕсен таварсене экспорта куҫарнин калăпăшĕ АПШ 16,4 миллион долларĕпе танлашнă, пĕлтĕр ҫак тапхăрта пурĕ те   22 компани ҫеҫ  АПШ 2,7 млн долларлăх таварсене экспортланӑ», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Экспорт тӗллевлӗ продукцисем туса кӑларасси тата вӗсене чикӗ леш енчи рынока ӑсатасси – кашни кунхи ӗçӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри. Продукцисем тулаш рынокра кирлӗ пулни вӗсем ыттисенчен конкурентлӑрах пулнине кӑтартать.

Тӗслӗхрен, ял хуçалӑх продукцийӗн экспорчӗ ӳссе пыни савӑнтарать: малтанхи çулпа танлаштарсан  самай пысăк.

Чăваш Республикин Экономика министерстви, камсем таварсене экспорта ытларах куҫараҫҫĕ, экспорта тĕрев паракан центр урлă 215 пĕчĕк тата вăтам предпринимательĕх пайне пулăшу парса тивĕҫтернĕ. (Пĕлме: 2020 ҫулта 126 предпринимателе пулăшу панă).

Маларах республика Пуҫлăхĕ, регионти вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем усал амак чирĕ хыҫҫăн, питех те хавшаманнине, кăтарту вĕсен чакманнине палăртнăччĕ.  Бизнес паян та ураланса пырать.  Ку сферăра ĕҫлес текенсен йышĕ чакманни те ҫакнах ҫирĕплетет.  Чикĕ леш енне таварсене ăсатассипе кăтарту пĕлтĕрхинчен нумайрах, 20 процент ӳсни куҫ кĕретех, ытларах хими промышленноҫĕн таварĕсене куҫарса пыраҫҫĕ, ку тĕлĕшпе кăтарту 39 процента ҫити хăпарнă, ял хуҫалăх апат-ҫимĕҫ таварĕсене 14 процент ытларах экспорта куҫарнă.

Таварсене экспорта куҫарассипе кулленех республикăра 350 организаци вăй  хурать. Паллă, вĕсенчен 90 проценчĕ ытларах вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсем.   

Экспорта таварсене куҫаракан предприятисене тĕрев паракан центр ертӳҫи Григорий Данилов  хăйĕн сăмахĕнче   предпринимательсем таврсене экспорта куҫарнă чухне ют чĕлхесен сайчĕсемпе, куҫарусемпе, электронлă майпа презентацисемпе анлă усă курнине хыпарланă, вĕсемпе тăтăшах ĕҫленине асăннă. 

Чи анлă сарăлнă пулăшу пайĕсенчен  пĕри – тĕрлĕ халăхсен хушшинчи куравсем.  «Кун евĕр мероприятисенче  чылай пысăк пĕлтерĕшлĕ контрактсене алă пусса ҫирĕплетме май пур.  Туянакансемпе тӳрремĕнех курса калаҫма та аван.  Шăпах та, куравсенче ытларах ют ҫĕршыв партнерĕсемпе контрактсене алă пусса ҫирĕплетме меллĕ», – тенĕ Григорий Данилов  сăмаха ҫавăрса.

Кăҫал ҫулталăк вĕҫлениччен куравсенче Чăваш Енри предпринимательсем тата та вунă мероприятинче пулма килĕшни пирки хыпарланă ертӳҫĕ.  Вăл шутран: Италире, Германире пулакан куравсенче те пулма кăмăл тунă пирĕннисем.  Палăртма аван, ҫӳлерех палăртнă центр (ЦЭП)  предпринимательсен хăш-пĕр тăкакĕсене саплаштарма хăй ҫине илет.

 Чăваш Ен предпринимательĕсем енчен те, 2022 ҫулта куравсене хутшăнас теҫҫĕ пулсан, раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕсен  ҫӳлерех палăртнă Центра заявка тăратмалла.       



08 октября 2021
13:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter