Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ял хуçалăхпа тирпейлекен промышленноçăн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Ял хуçалăхпа тирпейлекен промышленноçăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе чĕререн саламлатăп!

Ял хуçалăхĕ регион экономикинче уйрăм вырăн йышăнать тата чăннипех Чăваш Енĕн мухтавĕ шутланать.

Сирĕн ĕçченлĕхĕр, опытăр тата пĕлĕвĕр, çĕре юратни — агропромышленноç комплексĕ ăнăçлă аталанса пынин, ял хуçалăх продукцине туса илесси ÿссе пынин никĕсĕ.

Чăваш Енре ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх туса илес ĕçĕн пур енĕ те ăнăçлă аталанса пырать, чăвашсен çеç пур культурăна — хăмлана — çитĕнтересси те çĕнĕ вăй илчĕ. Хăмла туса илес тĕлĕшпе республика Раççейĕн тĕп регионĕ пулса тăчĕ. Паха чĕр тавара ыйтакансен шучĕ ÿссе пынине кура унăн лаптăкĕсем çулленех пысăкланаççĕ.

Паян чăваш аграрийĕсем умĕнче ял хуçалăх продукцийĕн производствин калăпăшне анлăлатас, çавăн пекех экспорт рынокне тухас тĕлĕшпе питĕ пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Республикăри çĕрсемпе туллин усă кураççĕ — ăна сухалас тĕлĕшпе эпир федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнатпăр, Раççейре — улттăмĕш вырăн. Тĕп тĕллев — производство тухăçлăхне малалла ÿстересси, кашни гектартан пысăк тухăç илесси.

Çапла пултăр тесе тата патшалăх пулăшнипе отрасле техникăпа пуянлатассине пысăк хăвăртлăхпа туса пыратпăр. Иртнĕ çул республика аграрийĕсем, 2019 çулхипе танлаштарсан, ăна 4,3 хут ытларах туяннă.

Коронавирус инфекцийĕ алхаснă тапхăр аграрисем темле йывăр условисенче те ĕçлеме пултарнине лайăх çирĕплетсе пачĕ. Пандемие пăхмасăр ял хуçалăхĕнчи производство кăтартăвĕсем чакмарĕç, хăш-пĕр енĕпе ÿсĕмсем те пулчĕç, томат тата хăяр туса илес тĕлĕшпе рекордсем турăмăр.

Сире çăмăл мар ĕçĕршĕн тата профессие чунпа парăннăшăн чĕререн тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, ăнăçу тата телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                              Олег Николаев



10 октября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter