«Ҫӗнтерӳҫӗ муниципалитечӗсен паха ĕҫ опытне ыттисенче те вăхăта вăраха тăсмасăрах пурнăҫа кĕртме тăрăшмалла», – тенĕ Олег Николаев

«Ҫӗнтерӳҫӗ муниципалитечӗсен  паха ĕҫ опытне ыттисенче те вăхăта вăраха тăсмасăрах пурнăҫа кĕртме тăрăшмалла», – тенĕ Олег Николаев

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче иртнĕ канашлура территорисене аталантарма витĕм кӳрекен ҫĕнĕ майсем пирки чарăнса тăнă.

Калăпăр, Раҫҫей Федерацийĕн  Правительствин вице-премьерĕ Марат Хуснуллин   регионсене аталантарма пулăшакан Правительство комиссийĕн президиумĕн ларăвĕнче Чăваш Енĕн проекчĕсене пурнăҫа кĕртме инфратытăма вăй илтерме 3,7 млрд тенкĕ  бюджет кредитне панине хыпарланă.

«Инфратытăм проекчĕсене аталантарса пыни, ҫурт-йĕр строительствин калăпăшне ӳстерме витĕм кӳрет.  Тепĕр тесен, территорисене хăтлăлатма та пулăшать.  Ҫынсене пурăнма ҫĕнĕ условисем йĕркеленеҫҫĕ», – тесе каланă  хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Проектсене кĕске вăхăтрах хута яма тăрăшмалла.  Ҫирĕп йĕркесене пăхăнса мĕнпур ĕҫ хучĕсене йĕркелесе ҫитерсен, вĕсене туллин пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла», –  тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

Тепĕр ырă пулăм: Чăваш Енри икĕ муниципалитет - Сухайкасси ял поселенийĕ тата Михайловка ял поселенийĕ Пĕтĕм Раҫҫейри ăмăртура ыттисене кая хăварса чи лайăх ĕҫлекен муниципалитетсен ятне тивĕҫнĕ.  Вĕсен паха ĕҫ опычĕ ытти регионсенчи ял тăрăхĕсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче.  Вĕсем 20 млн тенкĕ тивĕҫĕҫ.  Пысăк тĕреве ял тăрăхĕсене хăтлăлатма тăкакланасси те паллă.  Кулленхи пурнăҫра йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса пама укҫа-тенкĕне уйăрĕҫ.  

«Ҫĕршыв шайĕнче пирĕн паха ĕҫ опытне пысăка хурса хакланă. Ку вара чи пĕлтерĕшли», – тенĕ Олег Николаев. Сăмах май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫине Вячеслава Борисова  Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешӳсен Канашĕпе пĕрле ҫӳлерех асăннă ял поселенийĕсенчи паха ĕҫ опытне тĕпе хурса, ытти ял тăрăхĕсенче те ĕҫлесе пыма ятарлă йĕрке йышăнса пăхса хăварма чĕнсе каланă Олег Николаев.  «Тепре чухне, пысăк укҫа пирки  сăмах анчах мар, хăш-пĕр ĕҫсене йĕркене пăхăнса, халăхăн шухăшне шута илсе пурнăҫласа пыни те курăмлă пулса тухать.  Ыранхи куна кĕтсе лармалла мар, паянах ĕҫе кӳлĕнмелле. Ырă ĕҫсене вăхăта тăсмасăрах пурнăҫлама пикенмелле», – тенĕ вăл.      

 

 



11 октября 2021
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter