Чӑваш Енре кăҫалхи мĕнпур палăрнă ҫул-йӗр ĕҫĕсенчен 95 процентне пурнăҫа кĕртнĕ

Чӑваш Енре  кăҫалхи  мĕнпур палăрнă ҫул-йӗр ĕҫĕсенчен 95 процентне пурнăҫа кĕртнĕ

Правительство ҫуртĕнче паян кашни эрнере пулакан планерка иртнĕ.  Ку хутĕнче кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – автомашина ҫулĕсене сарасси,  вĕсене тĕпрен юсаса ҫĕнетесси, патшалăх программине епле пурнăҫа кĕртсе пыни пулнă.  Ертӳҫĕсем 2021 ҫулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, пĕтĕмлетӳ туса хăварнă.

Чăваш Республикин Ҫул-йĕр  фончĕ уйăракан укҫа-тенкĕне вăхăтра тата тĕллевлĕн усă курса пыма чĕнсе каланă район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсене  хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ку тĕлĕшпе, чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне палăртнă кăтартăва туллин пурнăҫлама сĕннĕ.    «Асăннă  тапхăр тĕлне лаптăксене палăртас ĕҫе йĕркелемелле, вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсене 2022 ҫулта хута ярасси пирки ĕҫ хучĕсене хатĕрлемелле», –  тесе каланă вăл. «Обьектсене тумалли лаптăксене палăртни паллах, ҫителĕксĕр, ҫитес ҫул валли контрактсене те туса пĕтерме тăрăшмалла. Раштав уйăхĕ валли пĕтĕмпех палăртса пĕтерсен аван пулнă пулĕччĕ», – тенĕ  Пуҫлăх.   

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Осипов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 2021 ҫулта 5,8 млрд танлашнине пĕлтернĕ. Кăҫал планпа килĕшӳллĕн пурĕ 389,273 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене юсама палăртнă, 9,6 ҫухрăм ҫĕнĕ ҫулсем сарма тĕллев лартнă, 8,1 ҫухрăм ҫулсем ҫывăхĕнче электричество ҫутипе тивĕҫтерме план тунă.   

«Паянхи куна илес пулсан, палăртса хунă мĕнпур ĕҫсенчен 95 процентне пурнăҫа та кĕртнĕ.   Объектсенче ĕҫсене графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫласа пыраҫҫĕ, йывăрлăхсем ҫук, специалистсем хăйсене шанса панă ĕҫе тивĕҫлĕ шайра йĕркелеҫҫĕ, укҫа-тенкĕне те вăхăтра тата тĕллевлĕн тăкаклани куҫ кĕретех», – тенĕ  министр.

 



11 октября 2021
18:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter