«Эпир мероприятисене ирттерме чарса пыракан мелпе мар, вӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермелли мелпе пыратпӑр», – тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

«Эпир мероприятисене ирттерме чарса пыракан мелпе мар, вӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермелли мелпе пыратпӑр», – тенĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

 «Эпир сире валли ятарлă чарусем туса пымастпăр, кун пек мерăсем пăхса хăварни – сывлăха упрама, хăрушлăха парăнтарма май парĕ, чир-чĕр алхасассинчен те пăрĕ», – тесе каланă паян, Правительство пайташĕсемпе ирттернĕ кашни эрнере пулакан планеркăра, Чăваш Республикин Пҫлăхĕ Олег Николаев.  

Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнчен ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ кулленхи пурнăҫ таппине.  Граждансене социаллă культура учрежденийĕсене, обществăлла апатлану вырăнĕсене ҫакă виҫĕ палăртнă документсенчен пĕри   QR-код, вакцинаци туни пирки ҫирĕплетекен справка, е тата юлашки ултă уйăх хушшинче кăшăл вируспа чирлесе ирттерни пирки калакан документ пулмалла. Кун пирки калакан Указа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев паян алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Ҫынсен ҫак учрежденисене ҫӳлерех асăннă документсене тĕпе хурса ҫӳреме ирĕк пур.  

  • кинотеатрсене (кинозалсене), театрсене, театр-концерт учрежденисене, культура-кану учрежденийĕсене тата ытти ҫакнашкал организацисене;
  • СПА-салонсене, массаж салонсене, солярисене;
  • мунчасене, саунăсене тата ытти  объектсене, ăҫта ҫакăн евĕр пулăшусене илме май пур;
  • шывра ишмелли бассейнсене, фитнес-центрсене тата ытти спорт учрежденисене;
  • ресторансене, кафесене, столовăйсене, буфетсене, барсене закусочнăйсене тата ытти ҫакăн евĕр предприятисене, ăҫта обществăлла апатлантараҫҫĕ.

Пысăк мероприятисене ирттернĕ чухне, ПЦР-тес кăтартăвĕ пулмаллине те асăннă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. «Вакцинаци пире иммунизациллĕ пулма май парать, ПЦР-тест вара çын çак самантра инфекци носителĕ пулманнине çирĕплетет.  Йĕркесене пăхăнсан, тен усал амак чирне парăнтарма пултарăпăр», тесе  палăртнă Олег Николаев.  



11 октября 2021
11:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter