Чӑваш Енре граждансен ҫӑмӑллӑхлӑ категорийӗсем валли пурӑнмалли ҫурт-йӗре газификацилес енӗпе пулӑшу мери хатӗрленет

Чӑваш Енре граждансен ҫӑмӑллӑхлӑ категорийӗсем валли пурӑнмалли ҫурт-йӗре газификацилес енӗпе пулӑшу мери хатӗрленет

Ҫакнашкал  пулăшăва заявкăсене панă 170 харпăр хăй хуҫалăхĕнче пурăнакан тивĕҫме пултарĕ, енчен те вĕсен ҫурчĕ пурăнмалли пĕртен-пĕр килĕ пулсан.  Ҫăмăллăха тивĕҫес тесессĕн, вăл объектсен хуҫисем пулмалла.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Строительство министерствипе, Чăваш Республикин Ĕҫпе   социаллă хӳтлĕх министерствипе, Чăваш Республикин Финанс министерствипе пĕрле  ҫӳлерех асăннă программăна сӳтсе явнă, ҫăмăлăха тивĕҫекен граждансен ыйтăвĕсем пирки калаҫнă.   

«Чăнласах та патшалăх енчен куҫакан пулăшу тĕллевлĕн пулмалла, газпа усă курас текенсене киле ҫити  ҫут ҫанталăк газне илсе ҫитерсе пани, мĕнпур йĕркесене пăхăнни паха», тенĕ Олег Николаев.    Ҫĕнĕ пулăшу мерипе усă куракансене республика бюджетĕнчен укҫа-тенкĕпе тивĕҫтереҫҫĕ, хутса ăшăтмалли хатĕрсемшĕн: газ плитине, счетчик тата ытти хатĕрсемшĕн тăкаклансан, вĕсене саплаштарма май пулĕ.  Хальхи вăхăтра мĕн чухлĕ укҫа уйăрса памалли виҫе пирки ыйтăва тишкереҫҫĕ.    

«Социаллă газификаци» пулăшупа республика Пуҫлăхĕ каланă тăрăх, 170 хуҫалăх тивĕҫме пултарĕ. Вĕсем: сахал тупăшлă нумай ачаллă ҫемьесем, сусăр ачасене ҫитĕнтерекен ҫемьесем, 2-3-мĕш ушкăн инваличĕсем, вăрҫă ачисем тата ытти хăш-пĕр категорири граждансем.  Палăртатпăр, патшалăх пулăшăвне тивĕҫекенсен пурлăх хăйсенни пирки ҫирĕплетекен ĕҫ хучĕ пулмалла.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, объектсене газ илсе ҫитерме проектсене хатĕрленĕ чухне, вĕсен «Газпром газораспределение Чебоксары» АО пĕрле аккредитациленмеллине асăннă.   



12 октября 2021
14:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter