Чӑваш Енре харăсах Пĕтĕм халăхсен хушшинчи театрсен икӗ фестивалӗ уҫӑлнă

Чӑваш Енре харăсах  Пĕтĕм халăхсен хушшинчи театрсен  икӗ  фестивалӗ уҫӑлнă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Юмахсен каруселĕ» пукане театрĕсен Пĕтĕм халăхсен  хушшинчи фестивальне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă.  Палăртнă кун пĕр танах «Пĕр пек  пулма питех те кирлĕ мар пулĕ» ятарлă хăйне евĕр куракансене валли театр фестивалĕ те иртнĕ.

Ҫакнашкал мероприятисем Раҫҫей тата ют ҫĕршывсен хушшинчи культура ҫыхăнăвне сарма витĕм кӳнине палăртнă.  Театрсем пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе те паллашайраҫҫĕ, пултарулăх лаҫҫинче ҫĕнĕ ӳсĕмсем тума тăрăшаҫҫĕ. «Пĕр-пĕринпе тĕл пулни, хăйех пысăк хисепе тивĕҫ.  Ҫĕнĕлĕхсене курса, вĕсене пурнăҫа кĕртме пикенеҫҫĕ. Тус-юлташсемпе, пĕлĕшсемпе ăш пиллĕн калаҫни те паха», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.    

Фестивале савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă хыҫҫăн, тӳрех ҫĕнĕ спектакль пуҫланнă. «Управҫăсем» ятлă курава Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене халалласа лартнă Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсем. Тарӑн шухӑшлӑ спектакль   куракансен чӗрисен шалти хӗлӗхӗсене хускатнă.  Кун пек спектакльсем куракансене йывăр вăхăтри саманасене кăтартса пама пулăшаҫҫĕ, ҫитĕнекен ăрăва паттăр пулма, ҫĕршыва юратма, уншăн тăрăшса ĕҫлеме вĕрентеҫҫĕ.  

Палăртса хăваратпăр, ку хутĕнче театра курма пыракансене QR-код тата ытти справкăсене тĕрĕслесе кĕртнĕ, йĕрке пăсакан пулман, профилактика мерисене пурте ҫирĕп пăхăннă.  

 



12 октября 2021
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter