«Россия 24» теле куравăн тӳрĕ эфирĕнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионта кăшăл вирус чирĕ енĕпе лару-тăру епле пулни пирки пĕлтернĕ

«Россия 24» теле куравăн тӳрĕ эфирĕнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев регионта кăшăл вирус чирĕ енĕпе лару-тăру епле пулни пирки пĕлтернĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев интервью панинчен:

"Вакцинаци тăвас енĕпе юлашки эрнесенче лару-тăру уйрăмах лайăхланчĕ.  Халăх хăй ирĕкĕпе хапăл тусах вакцинациленет. Ытти регионсемпе танлаштарас пулсан паллă, эпир хăш-пĕр чарусене кăштах маларах пуҫартăмăр.  Авăн уйăхĕн варринчех эпир туйса илтĕмĕр, пуласлăхра епле пулма пултарассине.  QR-кодсене пурнăҫа кĕртме тытăниччен, чи малтанхи тапхăрпа вĕсене тест евĕр йĕркелесе ирттертĕмĕр. QR-кодсене сканерлакан мобильлĕ приложени хатĕрленĕ. Вăл мĕнле ĕҫлеме пултарассине те тĕплĕн тишкерсе пĕтĕмлетӳ турăмăр.  Калăпăр, социаллă культура учрежденийĕсенче, предприятисемпе организацисенче ҫакнашкал тестсем пулса иртрĕҫ.  Малтанхи тапхăртах бизнесра тăрăшакансене, тĕрлĕ учрежденисенче вăй хуракансене халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе, юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнчен ҫĕнĕлĕхе пурнăҫа кĕртессине асăрхаттарнă. Халĕ, йывăрлăхсем ҫукпа пĕрех, ҫынсем ăнланаҫҫĕ, ку меле сывлăха упрас тесе йышăннине ырлаҫҫĕ.  Граждансем кун пек хыпара пĕлсен, тӳрех хăйсен кăмăлĕпе вакцинациленме тытăнчĕҫ. Лару-тăру регионта уҫăмланчĕ тесен те йăнăш мар пулĕ.    

Пур-пĕрех эпир те халăха вакцинаци тумалли пирки кулленех ăнлантарса патăмăр.  Кăшăл вирус амакран асăрханас тесессĕн, профилактика мерисене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Сăмах май, усал чир-чĕр ҫынсен сывлăхне самай хавшатнине те аса илтерсех тăтăмăр.  Чăннипе калас пулсан, вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнисем те тарăн шухăша яраҫҫĕ. Шăпах та, усал амак чирĕнчен вĕсене хăтарма хĕн, статистика палăртнă тăрăх, чиртен вилекенсенчен нумайăшĕ вакцинациленменни пушшех те пурсăмăра та канăҫ памасть.

Мĕнпур ыйтусене тарăн тишкерӳ тунă хыҫҫăн, ҫакă паллă, кăшăл вирусран вилекенсенчен 99,9 проценчĕ вакцинаци туман тесе калаҫҫĕ специалистсем. Халĕ куратпăр,  ҫынсем сывлăха упрассишĕн хăйсем те тăрăшаҫҫĕ, кăтарту та ҫакнах ҫирĕплетет.  Ҫынсене чун-чĕререн тав тăватăп, камсем чирпе шӳтлемеҫҫĕ, вĕсем вакцина тăваҫҫĕ. Йĕркене пăхăнсан, йывăр чире парăнтарма меллĕрех пулассине те ĕненетпĕр.       

Регионти Оперативлă штаб йышăннă мерăсене халăх епле пăхăннине тĕрĕслес тĕлĕшпе ятарлă мобильлĕ ушкăнсем тĕрлĕ ҫĕре ҫитсе килеҫҫĕ, Роспотребнадзор специалисчĕсемпе пĕрле йĕрке пăсакансене тупса палăртаҫҫĕ.  Указа епле пăхăннине мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслесе тăрĕç. Йĕркене пăсакансене пĕрремĕш хутĕнче асăрхаттарĕç, иккĕмĕш хутĕнче штрафлĕç. 

Палăртса хăваратпăр, ҫакнашкал тĕрĕслев ушкăнĕсем регионта сахал мар, ҫителĕклĕ таранах. Вĕсем кулленех хулара та районта та халăх йĕркесене епле пăхăннине тĕрĕслеҫҫĕ, профилактика мерисене пăхăнмасан, явап тыттараҫҫĕ.   Йĕрке пăсма никамăн та ирĕк ҫук, пурте ҫакна лайăх ăнланаҫҫĕ.

COVID-19 чиртен асăрханса вакцинациленекенсен йышне ытти регионсемпе танлаштарсан, кăтарту пирĕн чи пысăкки.  Кун пек лару-тăру пирки Раҫҫей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Михаил Мурашко пĕлтернĕ.  Эрнесерен кăтарту ырă енне куҫса пырать, 10 пиншер ҫынна яхăн вакцинациленекенсен йышĕ ӳссе пырать.

Калăпăр, авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче пурĕ те 321 186 ҫын вакцинациленнĕ пулсан, паянхи кун ҫак кăтарту 340 611 танлашать".



13 октября 2021
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter