Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫĕнетсе сарнă Тутаркасси – «Атăл» – Сĕнтĕрвăрри автомашина ҫулне уҫнă ҫĕре хутшăннă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫĕнетсе сарнă Тутаркасси – «Атăл» – Сĕнтĕрвăрри автомашина ҫулне уҫнă ҫĕре хутшăннă

 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă. Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» патшалăх программине тĕпе хурса Шуршăл тăрăхĕнче автомашина ҫулне ҫĕнетнĕ. СССР космонавт летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев  тăван тăрăхне илсе ҫитерекен ҫула тирпейлесе сарнă.  

«Ҫул-йĕр хуҫалăхĕн  ĕҫченĕсен кунĕ ҫывхарса килет. Уйрăмах ҫак пулăм питĕ пĕлтерĕшлĕ.  Объект питĕ кирлĕ, ку ҫулпа ачасене тăтăшах илсе ҫӳретеҫҫĕ, космонавтăн тăван ялĕнчи музейпе паллаштараҫҫĕ. Хăнасем те ку тăрăха килме кулленех хапăл туни куҫ кĕретех», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Объекта вăхăтра пурнăҫланă, пахалăх шайĕ те пысăк», - тенĕ унăн сăмахĕсемпе килĕшсе ытти ертӳҫĕсем. Кĕске вăхăтра объекта туса пĕтернĕ, халăх та кăмăллă.  Палăртнă территоринче «Воддорстрой»  ТМЯО ĕҫленĕ, вĕсем пĕр уйăх хушшинче ҫула тирпейлесе сарса пĕтернĕ. Пĕтĕмпе ҫак ĕҫе пурнăҫлама 119 млн тăкакланă.

Халăхăн пурнăҫне лайăхлатассипе патшалăх тĕрлĕ условисем йышăнать, тĕллевсене пурнăҫа кĕртме те сахал мар майсем тупать.  Ялта пурăнакансем пурнăҫ пахалăхĕн шайĕпе кăмăллă, ҫулсем паха, социаллă сфера вăй илсе пынине калаҫҫĕ вĕсем. Федераци енчен пысăк тĕрев пани те куҫ кĕретех. Объектсем чылай маларах палăртса хунă тапхăртан пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин инфратытăма ҫĕнетсе пымалли пирки асăнать, пулăшу та ăна кура сахал мар куҫать. Халăха пĕр регионтан тепĕр региона ҫӳреме условисем чаплă, транспорт инфратытăмĕ ҫĕнелсе пырать.      

Палăртма кăмăллă, наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, кăҫал 65 объектра строительство ĕҫĕсене пурнăҫлаҫҫĕ. 109,2 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене тĕпрен ҫĕнетсе хута янă.   Планпа пăхса хăварнинчен 95 процент пурнăҫа кĕртнĕ объектсене.



15 октября 2021
15:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter