Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ашшĕ кунĕ ячĕпе саламлани
Чăваш Республикинче пурăнакан хисеплĕ арçынсем!
Сире Ашшĕ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп!
Çак уяв пире çемье кашни çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнни çинчен аса илтерет.
Пирĕн çинче мĕн тери пысăк яваплăх пулнине питĕ лайăх ăнланатăп. Эпир, ашшĕсем, ачасене пурнăçа ăнланма, вĕсен гражданла позицине йĕркелеме пулăшатпăр.
Ывăлсене патриотизмла воспитани парас тата Тăван çĕршыва юратма вĕрентес, хăйĕншĕн тата хăйĕн ĕçĕсемшĕн, çемьешĕн тата пулас ачисемшĕн яваплăха туйма хăнăхтарас, тăван патшалăх — Раççей — умĕнчи çар тивĕçне пурнăçлама хатĕрлес тĕлĕшпе ашшĕсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк.
Çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, çемье телейĕ тата ырлăх сунатăп! Сирĕн тĕслĕхĕр ырă ĕçсем, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарса тăтăр.
Çемйĕрсене юратăр тата упрăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев