QR-кода усӑ курман предприятисен ӗҫ-хӗлне вăхăтлăха чарас, ачасен кĕрхи канăвне ӳстерес шухăшпа килĕшнĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

QR-кода усӑ курман предприятисен ӗҫ-хӗлне вăхăтлăха чарас, ачасен кĕрхи канăвне ӳстерес шухăшпа килĕшнĕ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ

Чăваш Енре кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Оперативлă штабăн ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев йĕркелесе ертсе пынă. «Енчен те лару-тăру ырă енне улшăнмасан, прививка тăвас темеҫҫĕ пулсан, чирлекенсен йышне ӳстерсе ярсан, халăх пăшăрханма пуҫласан, тен хăш-пĕр районсемпе хуласенче, предприятисемпе организацисенче, йĕркене пăхăнмаҫҫех пулсан, хушма чару йышăнма тивĕ», - тесе каланă Пуҫлăх сăмаха пуҫарнă май.   Апла пулсан, пурин те тимлĕ пулмалла, сывлăха упрассишĕн тăрăшмаллах.  Пĕтĕмпе 2500 ĕҫлекен предприяти, вĕсенчен 1140-шĕ кăна  ĕҫлеме ирĕк илме заявка ҫырнă.  Чи лайăх ĕҫлекенсем культура учрежденийĕсем. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене тĕпрен тĕрĕсленĕ, вĕсем ҫĕнĕ йĕркесене пăхăнса тĕрĕс ĕҫлесе пыни те куҫ кĕретех. Обществăлла апатлану вырăнсенче, ҫитменлĕхсем тăрса юлнă-ха.  Ыйтăва Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Надежда Столярова уҫăмлатнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, асăннă сферăра тăрăшакансем 20 пин ытларах ҫын вакцинациленнĕ, кăтарту 52 процентпа танлашать.  Лару-тăру Етĕрнере, Вăрмарта, Улатăрта ҫивĕчрех пулни сисĕнкелет теҫҫĕ специалистсем.  

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Кристина Майнина хăйĕн сăмахĕнче ҫӳлерех палăртнă ҫĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн каласа ăнлантарнă,  QR-кодсем ҫинчен хыпарсем кулленех халăх патне ҫитернине пĕлтернĕ,  Плэй Маркет приложени  qr.cap.ru сайтĕнче те пуррине, унта заявка памалли форма вырнаҫтарнине, организацисем вĕсемпе усă курма пултарнине асăннă.  

Тĕрĕслев тытăмне хутшăнма кăмăл туман организацисене тĕплĕн тишкерме, вĕсен ĕҫ-хĕлне пăхса тухма каланă Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.

Обществăлла апатлану вырăнĕсенче тăрăшакансен уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсем ҫынсемпе ĕҫлеҫҫĕ, кунта шăпах та чир-чĕр алхасас хăрушлăх пысăк пулма пултарать.  Предприятисенче тăтăшах ăнлантару ĕҫĕсене йĕркелесе ирттермелле.  Олег Николаев ку ĕҫе Правительствăра тăрăшакансем те хутшăнма хатĕррине каланă.

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем ачасен кĕркуннехи канăвĕ пирки те ыйтăва сӳтсе явнă.  Ҫитес эрне пуҫламăшĕ тĕлне Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствине ачасен кĕркуннехи кану тапхăрне ӳстересси пирки кирлĕ пек йышăну пăхса хăварма сĕннĕ. «Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа каникул ачасен пуҫланать.  Тӳрех тепĕр тăватă кун вĕсен ҫитес уявсене пула хутшăнать.  Тен икĕ эрнелĕхе тӳрех канăва кайма йышăнмалла.  Кун пек ĕҫе йĕркелесен, чир-чĕре парăнтарма меллĕрех пулĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче ытти регионсемпе танлаштарсан, вакцинациленес текенсен шучĕ пысăк. COVID-19 усал чиртен асăрханса халăх хăй ирĕкĕпе хапăл тусах прививка тăвать.  Эрнесерен прививка тăвакансен шучĕ ӳссех пырать. «Чи малтанхи тапхăрта кунне пурĕ те вакцинаци тăвас текенсем пин ҫурă ҫеҫ пулнă пулсан, халĕ ку кăтарту 5 пинрен те иртсе кайнă», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ -  сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта чирпе аптракансен шучĕ пур-пĕрех лăпланманни, лару-тăру ҫивĕчленни сисĕнет тенĕ. «Пуҫласа чирлекенсен йышĕ кăштах ӳссе пырать. Кун пирки пĕрре мар палăртнă тухтăрсем. Усал чир вăраха кайса аптратнине калаҫҫю хăшĕ-пĕрисем.  Медицинăра тăрăшакансем пысăк технолгисене тĕпе хурса, чирлисене сыватассишĕн ĕҫлеҫҫĕ. Усал амак чирĕ лăпланмасть,  тен хушма ҫĕнĕ мерăсем йышăнма тиврĕ», - тесе каланă сăмаха ҫавăрса регион Пуҫлăхĕ.    

  



15 октября 2021
14:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter