«Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене халалласа тăвакан монумента юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, паллă пулăма 80 ҫул ҫитнине палăртса уҫма тĕллев лартнă» , – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене халалласа тăвакан монумента юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, паллă пулăма 80 ҫул ҫитнине палăртса уҫма тĕллев лартнă» , – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене хисеплесе пурнăҫланакан монументăн строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă.  Асăннă комплекс республикăшăн анчах мар, ҫĕршыври мĕнпур халăхшăн та пĕлтерĕшлĕ тесен те йăнăш мар пулĕ.

Палăрта хăваратпăр, объекта регионта Куславкка районĕнче тăваҫҫĕ.  Планпа килĕшӳллĕн, объектăн пĕрремĕш тапхăрĕпе пурнăҫланакан ĕҫсене юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче туса пĕтерме тĕллев лартнă.  Пĕтĕмĕшле вара объекта туллин 2023 ҫулта пурнăҫа кĕртме пăхса хăварнă.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче паттăрсене асăнса, чыс туса ҫĕкленекен объект халăхшăн, ҫитĕнекен ăрушăн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Чăнласах та, паллă комплекс Чăваш Республикишĕн анчах мар, Раҫҫей Федерацийĕн мĕнпур ҫыннисемшĕн чыслă.  Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă ҫамрăксем, хĕрсемпе яш ачасем,  аннесемпе, аслă ҫулти асаннесем, кинемейсем, асаттесемпе, кукаҫисем, аттесем,  ачасем  тата ыттисем те ĕмĕр пирĕншĕн тĕслĕхре.   Вĕсем ҫанталăка пăхса ĕҫлемен, кунĕ-ҫĕрĕпе тăрăшнă. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тăвассишĕн ырми-канми вăй хунă», – тесе каланă Олег Николаев.  Сăмах май, ҫĕнĕ объект пирĕн тăрăха килес текен хăнасене те илĕртĕ, ачасемпе ҫитĕнекен ăрăва, вĕсем пирки каласа пама, ыррине вĕрентме витĕм кӳрĕ.     

Кăҫал Чăваш Енре Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалласа ҫулталăка палăртнă. «Сахал мар пуҫаруллă ĕҫсем йĕркеленĕ. Тĕпчев ĕҫĕсене чылай пурнăҫланă. Культура мероприятийĕсене те шăпах та, вĕсене халалласа ирттернĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пĕр чăмăра пухăнса, паттăрсем пирки кулленех ырăпа аса илнĕ, май килнĕ таран пирĕнпе пĕрле пурнăҫ таппипе пыракансене хисеплесе тав сăмахĕсем каласа, вĕсемшĕн ырă ĕҫсем тума пикеннĕ», – тенĕ Пуҫлăх.

Кĕсен, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев строительство ĕҫĕн пĕрремĕш тапхăрĕпе пурнăҫланакан объектăн хакĕ 300 млн  танлашнине палăртнă.  "Ăна пурнăҫа кĕртме республика бюджетĕнчен 145 млн тенкĕ уйăрнă", - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Ытти укҫа-тенкĕне халăх хăй ирĕкĕпе пуҫтарнă. Ырă кăмăлпа,  чунтан хисеплесе пулăшакан спонсорсем те пулнă. Вĕсенчен нумайăшĕ ҫĕршывра чи паллă предприятисем. Калăпăр,  «Газпром Межрегионгаз Чебоксары»  ТМЯО объекта сахал мар ĕҫ пурнăҫлама витĕм кӳнĕ.  Пурне те тав сăмахĕсем калатăп, мемориал ĕҫне    хапăл тусах пурнăҫланăшăн мухтатăп», – тенĕ Пуҫлăх.

Аса илтеретпĕр, пуҫласа строительство ĕҫĕн пĕрремĕш чулне 2021 ҫулта ҫурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче  капсула хурса хăварнă.     

 

 



15 октября 2021
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter