Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин çул-йĕр отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ — Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ — ячĕпе саламлатăп!

Çул-йĕр хуçалăхĕ паянхи экономика никĕсĕ пулса тăрать. Пирĕн республикăн логистика тата инвестици илĕртÿлĕхĕ, экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ, çынсен пурнăç пахалăхĕ çул-йĕрпе транспорт сечĕн аталанăвĕнчен килеççĕ.

Паян «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ Чăваш Енри автоçулсен сечĕн аталанăвĕн локомотивĕ пулса тăрать. Ăна пурнăçласа 2017 çултанпа республикăра автоçулсен 530 ытла километрне, нумай кĕпере юсанă.

Эсир техника енĕпе питĕ кăткăс магистральсем тума, строительствăри çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме пултарнине ĕнентерсе патăр. Çакăн тĕслĕхĕсем — Иван Яковлев проспектĕнчи автоçул реконструкцийĕ, Сăкăт тата Сăр юхан шывĕсем урлă хывнă кĕперсен, Шупашкарти Трактор тăвакансен проспекчĕн тата Эгер бульварĕн юсавĕ, «Аниш» автоçулăн капиталлă юсавĕ.

Çул-йĕр отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем! Чăваш Ен аталанăвĕшĕн тăвакан пархатарлă ĕçĕршĕн тав сăмахĕсене йышăнсамăр. Çире çирĕп сывлăх, ырлăх, телей, ăнăçусем сунатăп. Çирĕн пурнăç çулĕ такăр та телейлĕ пултăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                        Олег Николаев



17 октября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter