Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ муниципалитетсенче потребитель рынокӗнче ӗҫлекенсене вакцинацилес ӗҫе тимлерӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ муниципалитетсенче потребитель рынокӗнче ӗҫлекенсене вакцинацилес ӗҫе тимлерӗ

 Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планерка иртнĕ, яланхиллех ăна республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.  Потребительсен рынокĕнче тăрăшакансем сахалтарах вакцинациленеҫҫĕ. Уйрăм районсемпе хуласенчи лару-тăрусем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă паянхи канашлура вăл.

«Оперативлă штабăн иртнĕ ларăвĕнче палăртнăччĕ. Эрне пуҫламăшĕнче ĕҫ-пуҫа тарăн пăхса тухасси пирки калаҫса килĕшнĕччĕ.  50 процентран та пĕчĕкрех кăтартуллисем вара халĕ паллă, вĕсем: Йĕпреҫ районĕ, Вăрмар районĕ, Ҫĕрпӳ районĕ, Ҫĕмĕрле районĕ, Етĕрне районĕ, Улатăр хулипе Канаш хули. Палăртса хăваратпăр, Улатăр хулинче пурĕ те ҫак кăтарту 19 процент кăна.  Кун пек лару-тăру пурсăмăра та шухăша ярать.  Обществăлла апатлану вырăнĕсенче кăштах ку енĕпе кăтарту лайăх пулни сисĕнет, 60 процента ҫитни хăйех савăнтарать.  Ытти сферăра тăрăшакансем питех те вакцинациленменни вара куҫ кĕретех», – тесе каланă вăл.    

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор Управленийĕ регионта кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешессипе, профилактика мерисене ҫĕнĕ условисем кĕртсе йышăну туса хăварнă. Кăҫал юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуҫласа вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе социаллă сферăра, суту-илӳпе , обществăлла апатлану вырăнĕсенче тăрăшакансене прививка тума сĕннĕ.  



18 октября 2021
13:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter