«Чӑваш Республикин аталанӑвӗн анлă планĕ валли, граждансен пурнӑҫ ырлӑхне тата пахалӑхне ӳстермелли мĕнпур мероприятисене пурнăҫа кĕртме бюджетра ҫителĕклĕ укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă», – тенĕ Олег Николаев

«Чӑваш Республикин аталанӑвӗн  анлă планĕ валли, граждансен пурнӑҫ ырлӑхне тата пахалӑхне ӳстермелли мĕнпур мероприятисене пурнăҫа кĕртме бюджетра ҫителĕклĕ укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă», – тенĕ Олег Николаев

 Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ.  Ĕҫе пухăннисем 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкернĕ.  Ларăва пухăннисем Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ черетсĕр ларăвĕнче республикăн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне ырланă.

   Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Правительство пайташĕсене республика бюджечĕн проектне епле пăхса тухнине сăнама чĕнсе каланă.  Кунсăр пуҫне федераци бюджечĕ пирки те ыйтăва тишкерме, пĕтĕмлетӳсем тума сĕннĕ.  «Пирĕн РФ Патшалăх Думинче пулса иртекен ҫĕнĕлĕхсем ҫине туххăмрах тимлĕх уйăрма пĕлмелле.  РФ бюджечĕпе ҫыхăннă ыйтусене уйрăмах ҫирĕп сăнаса пымалла.  Паллă, унти ҫĕнĕлĕхсем пирĕн республика бюджечĕпе те ҫыхăннă, тепĕр тесен витĕм кӳни те куҫ кĕретех. Кирлĕ пулсан, вĕсене шута илсе вăхăтрах тӳрлетӳсем кĕртсе хăварма тивет», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Кунсăр пуҫне вăл Правительство пайташĕсене депутатсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме сĕннĕ.  «Бюджет проектне халăхпа пăхса тухса сӳтсе явмалла, ăна пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла», –  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Палăртса хăваратпăр, бюджетра РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă мероприятисем валли укҫа-тенкĕсене уйăрса хăварнă.   

Наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе те сахал мар ĕҫсем пур планра.  Кăтарту пысăк, 2022 ҫулта вĕсемпе ĕҫлеме 10,1 млрд тенкĕ уйăрнă.  Пурĕ 2019-2024-мĕш ҫулсенче наци проекчĕсене валли мĕнпур ҫăл куҫсенчен Чăваш Енре 94,2 млрд тенкĕ уйăрма тĕллев лартнă, вăл шутран республика хыснинчен – 60,4 млрд тенкĕ куҫать.     

2022 ҫулта республика бюджечĕн тăкак пайĕ 70,7 млрд танлашать.  Паллă, укҫа социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма тăкакланать.  Калăпăр, социаллă политика валли 19,7 млрд, вĕрентӳ пайне – 17,7 млрд, сывлăх сыхлавĕн тытăмне 5,7 млрд тенкĕ уйăраҫҫĕ.  

Республикăра Чăваш Ен Пуҫлăхĕн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, ача сачĕсемпе шкулсенче пурлăхпа техника бази пуянланса пырать.  Ҫуртсене тĕпрен юсаса ҫĕнетеҫҫĕ. Районсенче культура ҫурчĕсене хăтлăлатаҫҫĕ, таса шывпа тивĕҫтереҫҫĕ тата ытти ĕҫсене тума та тăкаклаҫҫĕ.    

Халăхăн сывлăхне упрас ĕҫсем валли 7,3 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Ачасене тата вĕсен амăшĕсене тĕрев парассипе те сахал мар патшалăх енчен укҫа-тенкĕ тăкакланать.  Аслă ҫулти граждансене валли 2,1 млрд тенкĕ, сахал  тупăшлисене валли – 2 млрд тенкĕ бюджета кĕртсе хăварнă.  Вилекенсен йышне чакарас тесе, пурнăҫăн пахалăх шайне хăпартас тĕлĕшпе, медицина пулăшăвне лайăхлатма та чылай укҫа уйăрĕҫ, кăтарту ку енпе 815 млн танлашать.  Халăха, йывăр чирлисене валли, эмелсемпе тивĕҫтерме пĕтĕмпе  810 млн уйăрма килĕшнĕ.   

Пултаруллă яш-кĕрĕме тĕрев парас тесе, вĕренӳ учрежденийĕсене, культура тытăмне, спорта вăй илтерме те укҫа-тенкĕ самай уйăрĕҫ.    Шкулсен, ача сачĕсен пурлăхпа техника базине ҫĕнетме 1 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.  Ачасене шкулта тӳлевсĕр вĕри апатпа тивĕҫтерме те кирлĕ пек шайра укҫа-тенкĕ уйăрнă. Ку тĕлĕшпе республика хыснинче 630 млн тенкĕ ытла уйăрма килĕшнĕ.   Вĕрентӳ учрежденийĕсенче хушма вырăнпа тивĕҫтерме 600 млн уйăрĕҫ.  Шкулта ачасемпе ĕҫлекенсене уйăхсерен парса тивĕҫтермелли укҫа виҫи ҫумне, хушса тӳлеме класс ертӳҫишĕн, 540 млн тенкĕ пĕтĕмĕшле пăхса хăварнă.

Ялсемпе хуласене хăтлăлатас,  хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе 2022 ҫулта пĕтĕмпе республика хыснинче укҫа-тенкĕн виҫи сахал мар, территорисенче пурăнмалли ҫурт-йĕрсем хута яма кирлĕ пек пулăшу виҫине пăхса хăварнă.  Инфратытăма ҫĕнетме 1,8 млрд тенкĕ уйăрĕҫ.  Ҫул-йĕр тытăмĕ валли республика бюджетĕнче 5,1 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.   

Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ те патшалăх тĕревне туйĕ, вĕсене валли 1,2 млрд тенĕ уйăрĕҫ.  Агропромышленноҫ тытăмне тăкакламалли укҫа виҫи 2,3 млрд танлашать.   Информаципе коммуникаци технологийĕсене вăй илтерсе аталантарса пыма, «Цифра трансформацийĕ» программăна пурнăҫа кĕртсе пыма регионта ҫитес ҫул валли 653 млн тенкĕ уйăрма килĕшнĕ.  



20 октября 2021
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter