Чăваш Республикин Патшалăх Канашне черетлĕ Ҫырупа тухма Олег Николаев сĕнӳсем пухать

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне черетлĕ Ҫырупа тухма Олег Николаев  сĕнӳсем пухать

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2022 ҫулта кăрлач уйăхĕн вĕҫĕнче е нарăс уйăхĕн пуҫламăшĕнче хăйĕн Ҫырăвĕпе тухма хатĕрленет.

Кирлĕ пек нормăна Чăваш Республикин Конституцийĕнче ҫирĕплетнĕ.  Ăна тĕпе хурса, шăпах та Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫулсерен Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухать, ĕҫ хутĕнче Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп ҫул-йĕрĕсене ҫутатса парать, ҫитĕнӳсемпе паллаштарать, пуласлăхри тĕллевсене палăртать.

Документра Чăваш Республикине аталантарма май паракан ҫул-йĕрсе пирки тарăн тишкерӳ ĕҫĕ пулĕ, граждансен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерес тĕлĕшпе йышăнса хăваракан мероприятисем пирки те тĕплĕн пăхса хăварĕҫ.  Пĕр сăмахпа каласан, Ҫырура регионта экономикăна, промышленноҫпа социаллă сферăна, туризма аталантарас, инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерес ыйтусем те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнĕҫ.

Чăваш Республикин Ҫырăвне хатĕрлеме тытăннă. Сире пурсăра та вăл ĕҫе хастар хутшăнма йыхравлатпăр.  Ҫак ĕҫе кашни ҫыннăн хутшăнма ирĕк пур, сĕнӳсене тăратăр, тĕп темăсене палăртăр, граждансене хумхантаракан ыйтусене илсе ҫитерме тăрăшăр, пуҫаруллă проектсем пирки хыпарлăр, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене те пĕлтерĕр. Пĕрле тăрăшсан, яваплăха туйса ĕҫлесен, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ырă енне улăштарассишĕн ырми-канми вăй хурсан, ҫитĕнӳ пуласси никама та иккĕлентермĕ.  

Сĕнӳсемпе сирĕн ҫырăвăрсене poslanie@cap.ru электронлă почтăпа йышăнаҫҫĕ, анчах та вăл хыпарсене «Для Послания – 2022» тесе паллă тумалла.

 



20 октября 2021
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter