Олег Николаев Чӑваш Енре транспортсемпе турттармалли меллӗ тытӑм йӗркелеме хушнă

Олег Николаев Чӑваш Енре транспортсемпе турттармалли меллӗ тытӑм йӗркелеме хушнă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕнче кун пирки палăртса каланă.

«Росгвардипе пĕрле ятарлă тытăма йĕркелессипе ĕҫлеме ыйтатăп.  Обществăлла транспортсем ҫинче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тата транспорт инфратытăмĕнче террора хирĕҫ кĕрешессипе хăрушсăрлăх мерисемпе тивĕҫтересси ыйтусем палăртнă тытăма кĕмелле», – тесе каланă Чăваш Республикин Транспорт министерствине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.    Кун пек ĕҫе йĕркелесе пырсан, транспорт хăрушсăрлăхĕн паспорчĕсен саккунĕсене пăхăнса пыма витĕм парĕ.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Осипов хăйĕн сăмахĕнче, паянхи куна республикăра халăха обществăлла транспортпа турттарассипе 89 предприниматель тăрăшнине хыпарланă.  «Вĕсенчен кашнин транспорт хăрушсăрлăхĕн паспорчĕ пулмалла.  Вĕсенчен ҫакна эпир ҫирĕп ыйтатпăр.  Ҫапах та асăннă кăтартуран, 20-шĕн кăна саккунпа килĕшӳллĕн ĕҫлеме май паракан транспорт хăрушсăрлăхĕн паспорчĕ пур.  Вĕсен сăлтавĕ пур – укҫа-тенкĕ ҫителĕксĕр пулни», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫапла пĕлтернĕ: «Халăха транспортпа тивĕҫтерекен ятарлă тытăм йĕркеленĕ.  Вăл хăрушсăрлăхпа та тивĕҫтерĕ», – тенĕ.

Ку ĕҫе хутшăнас текенсен экономика тĕлĕшĕнчен тарăн пĕтĕмлетӳ тумалла, мĕнпур ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла. «Пирĕн тепре чухне пулкалать – хăйсем ҫак ĕҫе кӳлĕнме тытăнаҫҫĕ кăна, тӳрех ку е вăл ыйтупа йывăрлăхсем пур тесе сăлтавлама пикенеҫҫĕ. Хăрушсăрлăхпа ҫителĕклĕ таран кирлĕ пек мерăсем пулманнине палăртма тытăнаҫҫĕ. Пулса тухать вара – билетсен хакĕсем те часах ӳссе кайма пуҫлаҫҫĕ», тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Сăмах май, хăш-пĕр категорири граждансем ҫăмăллăх мелĕсемпе усă кураканнисем, вĕсене патшалăх енчен тĕрев парсан вырăнлă пуласса асăннă. Вĕсем те сахал мар обществăлла транспортсен пулăшăвĕсемпе усă кураҫҫĕ.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн транспорт стратегине тĕрĕс йышăннине, кулленхи ĕҫшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.

«Питĕ кăсăклă мероприятисем пăхса хăварнă ҫĕнĕ документра.  Палăртнă ĕҫсемпе регион та хуласем те усă курма пултарайраҫҫĕ.  Тепре чухне сăлтавсăрах, хăш-пĕр вырăнсенче транспортсем чарăну туса сиен кӳреҫҫĕ ыттисене.  Пулкалать, транспорта пăрахса хăвараҫҫĕ, хуҫисем урăх ҫĕре каяҫҫĕ. Хăрушлăх та сиксе тухма пултарать», - тесе каланă Олег Николаев.   

Апла пулсан, йывăр таварсем тиенĕ фурасене кирĕ-кирлĕ мар ҫĕрте тăратса хăварма юрамасть. Нормативлă ĕҫ хучĕсене пăхса тухса, вĕсене пăхăнма майсем тупмалла.



21 октября 2021
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter