Чӑваш Ен экономика аталанӑвӗн пысăк калăпăшлă стратегине хӳтӗлес шайра пуҫаруллă пĕлтерĕшлĕ ултӑ проект тӑратнă
РФ Вице-премьерĕ Дмитрий Чернышенко тата Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров селектор канашлăвне ирттернĕ. Канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Унта вăл фронтальнăй стратеги валли ултă проект тăратнă. Паллă, пуҫаруллă проектсем Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне витĕм кӳрекеннисем.
«Чăваш Енĕн инновациллĕ потенциалĕ пысăк. Апла пулсан, паха проектсем ҫĕнĕлле вăй илсе аталанса пыма майсем уҫса парĕҫ, республикăна инвестици хывма та пулăшĕҫ. Енчен те палăртса хунă мĕнпур ĕҫсем пурнăҫа кĕрес пулсан, вĕсен инвестици калăпăшĕ 607,8 млрд танлашать. Бюджетран кĕмен укҫа виҫи – 313,4 млрд., вăтăршар ытла ҫĕнĕ производствăсем хута каясси те куҫ кĕретех. Кунсăр пуҫне хушма пысăк технологиллĕ 40 пин ытла ĕҫ вырăнĕсем те йĕркеленесси паллă», – ҫирĕплетсех каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Экономикăна вăй илтерме май паракан тытăмсенчен пĕри – промышленноҫ производствисем. Аграри пайĕ, информаци технологийĕсемпе туризм та витĕм кӳресси часах. Калăпăр, креативлă цифра экономики. Шупашкарăн агломерациллĕ кластерĕ: ĕҫлеме меллĕ территори виҫĕ енлĕн вăй илсе пыма условисем тума шантарать. Малтанхи Агрегат завочĕн усă курăнмасăр шутланса тăракан промышленноҫ территорийĕнче «Чувашия EXPO» креативлă индустрисен центрне йĕркелесе яма аван. Экономикăна креативлă аталантарма май паракан ĕҫ центрне хута яни вырăнлă. «Чувашия – центр туристического брендового маршрута «Рунический путь» икĕ ҫул-йĕрпе аталанса пыма май парĕ. Хамăрăн бренда вăй илтерсе пыма пулăшĕ, туризма, экскурсине вăй илтерме, программăна анлăлатма пулăшĕ. Енчен те пысăк маршрута пурнăҫа кĕртес пулсан, Раҫҫейри 12 ытла региона пĕр чăмăра пухса культурăпа истори тытăмне, ҫут ҫантлăкпа археологи палăкĕсене, упраса вĕсемпе тата та ытларах паллашса пыма условисем йĕркеленĕҫ.
«Межотраслевая экосистема «АГРОПРОРЫВ» проект наукăпа тĕпчев ĕҫĕсем ҫине тимлĕх уйăрма хистет, аграри енĕпе ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртме май парĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕҫре ҫĕнĕлĕхсем пурнăҫа кĕртсе пыма пулăшĕ.
«Цифровой энергоэффективный регион» проект республика электротехника кластерне вăй илтерме пулăшасси паллă. «Волжская долина» наукăпа технологи центр ĕҫне пуҫарса яма май парĕ. «Особая экономическая зона в г. Новочебоксарске» проет промышленноҫа хăват кӳме пулăшĕ. Хими промышленноҫне витĕм кӳресси те паллă, йăлари хытă каяшсене пухса, вĕсене тарăн тирпейлесе ҫĕнĕлле пухса хума шантарать. «Волга – экологический прорывной регион ESG» проект «сывлăш-шыв» тытăмĕнче углекислый газа тĕпчеме май парĕ, Шупашкарти ГЭС ҫывăхĕнчи шыва упрамалли пая тĕпрен тишкерсе пыма пулăшĕ.
Пуҫаруллă пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма пулăшасса шанатпăр, кашни ҫын ырă улшăнăва туясса ĕненетпĕр. Чăваш Республикин халăха упраса хăварасси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Сывă ҫын яланах ăнăҫусем патне ăнтăлать, ҫитĕнӳсем тăвассишĕн ырми-канми тăрăшать. Пурăнма хăтлă условисем йĕркеленсен, ҫапла пуласси те куҫ кĕретех.
«Малалла кайма пысăк утăм турăмăр. Федерацин Атăлҫи тăрăхне кĕрекен 14 регион хăйсен проекчĕсемпе паллаштарса, вĕсене пурнăҫа кĕртме план пирки каласа пачĕҫ. Халĕ проектсене пурнăҫа кĕртессинче тимлĕ пулмалла, йывăрлăх кăларса тăратма пултараканнисене те туххăмрах палăртса, вĕсене татса парассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Регионсен пĕр-пĕринпе килĕшсе, тухăҫлă ĕҫлесе пымалла, пĕрне-пĕри витĕм кӳрессишĕн, паха ĕҫ опычĕсене те тĕпе хурса пымалла. Правительствăн Координаци центрĕпе ҫыхăну тытмалла, хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе тăмалла», – тесе ҫапларах каланă Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Вице-премьерĕ Дмитрий Чернышенко. Сăмах май, проектсене хăшĕ-пĕрисене тӳрлетӳсем кĕртме, вĕсен паспорчĕсене хатĕрлеме хушнă. Ку ĕҫе тума пурĕ эрне вăхăт панă. Чӳк уйăхĕн пуҫламăшĕнче проектсене тепĕр хут тишкерме пăхса хăварнă, регионсен социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне витĕм кӳрекеннисене тарăн тишкерме палăртнă.
«ЖКХ тытăмĕнчи ыйтусем мĕнпур регионсенче пĕр пекрех. Виҫĕ регионта ĕҫсĕрисен шучĕ пысăкрах. Марий Эл тата Чăваш Республики валли Раҫҫей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, индивидуаллă программа хатĕрленĕ. Федераци центрĕнчен пиллĕк региона тĕрев кирлĕ пулать», – палăртса каланă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров. Проектсене хӳтĕленĕ хыҫҫăн, граждансенчен ятарлă ыйтăм пулать, вĕсен шухăш-кăмăлне пăхса тухмалла. Регионти пурнăҫа лайăхлатас тесессĕн, мĕн-мĕн тумалла, хăш проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Ку е вăл ытти ыйтусем ҫине хурав пама юрать.