«Тухăçлă регион» ĕçе пулăшать

Тĕп хула администрацийĕнче эрнекун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе районсемпе хуласен администрацийĕсен ертӳçисем валли семинар иртрĕ. Унта пăхăннисем хăйсен ĕçне тухăçлăрах йĕркелеме вĕренчĕç.

Республика «Росатом» пуçарнă пилотлă «Тухăçлă регион» проекта хутшăнать. ЧР Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов каланă тăрăх, çак проекта хутшăнса пурнăçлакан проектсен шучĕ республикăра 200-тен те иртнĕ ĕнтĕ. Усси пысăккине кура татах пулĕç. Сăмах тĕрлĕ сферăра — патшалăхăн влаç органĕсенчен тытăнса предприятисем таран — ĕç тухăçлăхне ӳстересси, çухатусене чакарасси пирки пырать.

Çак ĕçе Олег Николаев та пысăка хурса хакларĕ, проектсене пурнăçламашкăн Чăваш Ене тӳлевсĕрех пулăшакан «Росатом» представителĕсене тав турĕ. Ун шучĕпе, Совет Союзĕн опычĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ — çĕршыв ĕçе наука никĕсĕ çинче йĕркелес тĕлĕшпе тимлĕ ĕçленĕ. Тĕрĕссипе, унтанпа нимех те улшăнман, çакăн пĕлтерĕшĕ паян та пысăк. Çĕнелни — хăвăртлăх, паян нумай процеса питĕ хăвăрт пурнăçлама тивет. Çав шутра — влаç органĕсенче те. Çавăнпа та — улшăнмалла: «Вĕçĕмсĕр пĕр ĕçех туса малалла каяймăн». Ку енĕпе «Тухăçлă регион» пулăшăвĕ пысăк пулмалла, регион ертӳçи муниципалитетсен пуçлăхĕсене проект майĕсемпе туллин усă курма чĕнсе каларĕ.



Хыпар
22 октября 2021
15:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter