Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей таможенникĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш таможня посчĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ - Раҫҫей таможенникĕн кунĕ - ячĕпе саламлатăп!

Таможня служби пирĕн ҫĕршывăн экономика хăрушсăрлăхне тивĕҫтермелли пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăҫлать. Эсир республикăри таможня тĕрĕслевĕн мероприятийĕсен комплексне ăнăҫлă пурнăҫлатăр, Чăваш Енĕн тулашри экономика ĕҫ-хĕлне аталантарассине пысăк тӳпе хыватăр, таможня операцийĕсене пурнăҫламалли вăхăта кĕскететĕр, вĕсене ансатлататăр, таможня тĕрĕслевĕн технологийĕсене ҫĕнетсе пыратăр.

Пирĕн тавар туса кăларакансен продукцине чикĕ леш енче ытларах та ытларах туяннине палăртма кăмăллă. Паян республика суту-илӳ енĕпе тĕнчери 96 ҫĕршывпа ҫыхăну тытать. 2021 ҫулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче продукци экспорчĕ иртнĕ ҫулхи ҫак тапхăртинчен пĕрре виҫҫĕмĕш пайĕ чухлĕ пысăкланнă, АПШн 204 миллион долларĕнчен иртнĕ. Республикăн тулашри суту-илӳ ҫаврăнăшĕ вара 15% ытла хушăннă, АПШн 433 миллион долларĕ патне ҫывхарнă.

Паллах, ҫак ҫитĕнӳсен хыҫĕнче - сирĕн ĕҫĕр те. Сире тăрăшуллă службăшăн, ĕҫе парăннăшăн, ҫирĕплĕхĕршĕн, умри тĕллевсене пурнăҫлас енĕпе ҫине тăрса ĕҫленĕшĕн тав тăватăп! Ăнăҫу, ырлăх, телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                       Олег Николаев



25 октября 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter