Чӑваш Енре кӗрхи-хӗллехи тапхӑрта шыв объекчӗсенче ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Чӑваш Енре кӗрхи-хӗллехи тапхӑрта шыв объекчӗсенче ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

«Хăш-пĕр ҫивĕч тĕслĕхсене илсе кăтартмалла, вĕсене тĕпе хурса халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессишĕн йĕркелекен профилактика ĕҫĕсенче усă курсан аван.  Халăха кирлĕ пек хыпарсемпе тиĕҫтерни – пăтăрмахсем пулассинчен пăрать.  Уйрăмах шывсемпе пулакан инкексенчен асăрханма пĕлмелле, шыв йĕркесĕрлĕхе юратмасть», – тесе асăрхаттарса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Паян кун йĕркинчи ыйтупа Чăваш Енри ГКЧС председателĕ тарăн доклад туса панă, кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта тимлĕхе ҫухатма юраманнине чĕнсе каланă.   

Юлашки 10 ҫул хушшинче республикăра пăр айне кайнă ҫынсен шучĕ – 26, юхан шывсенче кимĕсем те ҫавăрăнса ӳкнисем пулкаланă, вĕсене пула 11 ҫын пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă. Инкексенче ҫынсене ҫăлса хăварма та май килнĕ, ку енпе 37 ҫынна пулăшу парса пурнăҫ парнеленĕ. Палăртмалла, вăл шутран 2 ачана инкексенче ҫăлса хăварнă палăртнă служба ĕҫченĕсем.     

Кĕркуннепе хĕллехи тапхăрăн юлашки 7 ҫул хушшинче шывра пурĕ 34 ҫын путса вилнĕ, вăл шутран пĕр ача пурнăҫĕ татăлнă, пĕлтĕр кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта 2 ҫын вилнĕ.  2020 ҫулта юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Мăн Кăканар ялĕнче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмасăр, 1939 ҫулта ҫуралса ӳснĕ хĕрарăм шыва кайнă, пурнăҫне вăхăтсăр татнă.  Куславкка тăрăхĕнче пулăҫă пĕр айне кайнă, 1982 ҫулхи арҫын хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни куҫ кĕретех пулнине палăртнă специалистсем.

«Кăҫал кĕркуннехи вăхăтра икĕ инкек пулма та ĕлкĕрнĕ.  Ҫынсемпе кимĕ ҫавăрăнса ӳкнĕ, шар кăтартнă, телейе пула,  инкексенчен пăрăнса юлма май килнĕ. Палăртса хăваратпăр, кĕркунне шыв температури пурĕ те 7-8 градус ҫеҫ, пулать, тепре чухне тата та сивĕрех.  Енчен те кимĕ ҫавăрăнса ӳксен, ҫынсем шыва лексен, йĕпеннĕ кĕпе-тумтир тӳрех шыв айнелле туртать, сивĕ шыв вара, алă-урана хускану тума чарать.  Ҫавăнпа та палăртсах калатпăр, пулă тытма каяс текенсен хăйсем пирки хыпарсене тăванĕсене пĕлтермелле, телефонсен зарядкисене пăхмалла. Енчен те инкек сиксе тухас хăрушлăх пулсан, тӳрех «112» номĕрпе шăнкăравламалла», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Чăваш ЕНри ГКЧС ертӳҫи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ йыăшннă саккун проекчĕ пирки те асăнса хăварнă, вăл ĕҫ хучĕ йĕрке пăсакансене яваплăха туйма хистенине палăртнă.   

«Кун пек документ ҫынсене ҫӳхе пăрсем ҫине тухассине чарасса шанатпăр. Профилактика мерисене пăхса тухнă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе тĕплĕ калаҫусем ирттернĕ, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе кирлĕ пек мĕнпур ĕҫсене йĕркеленĕ», – тесе каланă сăмаха ҫавăрса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   



25 октября 2021
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter