Чӑваш Енре ырӑ мар зпидемиологи лару-тăрăвĕ пулнӑран юпа уйăхĕн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйăхĕн 7-мӗшӗччен ĕҫлеме юраман кунсем тесе йышăннă

Чӑваш Енре ырӑ мар зпидемиологи лару-тăрăвĕ пулнӑран юпа уйăхĕн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйăхĕн 7-мӗшӗччен  ĕҫлеме юраман кунсем тесе йышăннă

            Республикăри хăш-пĕр районсемпе хуласене валли уйрăм чарăва  юпа уйăхăн 26-мĕшĕнчен пуҫласа чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен йышăнса хăварнă.  

 Олег Николаев 2020 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче йышăннă 166 №-лĕ указа ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.  Палăртнă Указа РФ Президенчĕ 2021 ҫулта юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче 595 №-лĕ Указĕпе Чăваш Республикинчи кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Оперативлă штабăн  йышăнăвĕсене тĕпе хурса йышăнса хăварнă. Регионта уйрăм муниципалитетсенче усал амак чирĕ алхасни куҫ кĕретех имĕш.     Пĕтĕмĕшле илес пулсан, республикăра усал чир алхасасран юпа уйăхĕн 30-мĕшĕччен пуҫласа чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен кану кунĕсене пăхса хăварнă.  Ҫивĕч лару-тăру пур районсемпе хуласенче вара кун пек чарăва юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуҫласах палăртма килĕшнĕ. Вĕсем: Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Ҫĕмĕрле, Елчĕк районĕсем тата Улатăр хулипе Ҫĕмĕрле хулинче халăх вăраха кайса чирлени сисĕнкелет, ăна пула чир-чĕр алхасни те куҫ кĕретех.  Палăртнă муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче суту-илӳ сферисем ĕҫлемеҫҫĕ, аптекăсем кăна халăха кирлĕ пек пулăшусемпе тивĕҫтерĕҫ.  

Апат-ҫимĕҫ таварĕсене сутакан объектсем малтан епле ĕҫленĕ, ҫаплипех хăйсен ĕҫĕсене малалла тăсĕҫ, кулленхи пурнăҫра усă курма кирлĕ таварсене сутма ирĕк панă.       

Кунсăр пуҫне вулавăшсен, архивсен, кинотеатрсен, театрсен, шывра ишмелли бассейнсен, фитнес-центрсен, спорт учрежденийĕсен тата ытти хăш-пĕр объектсенче пачах ĕҫлеме юрамасть.

Маларахри тапхăрта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев шкул ачисен кĕркуннехи тапхăрпа пулакан  канăвĕ пирки те чарăнса тăнăччĕ, ăна юпа уйăхĕн 25-мĕшĕччен пуҫласа чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен пăхса хăварма килĕшнĕ.  

Сăмах май, Олег Николаев республика Правительстви бизнес тытăмра ĕҫлекенсене тĕрев пама хатĕррине хыпарланă, ҫитес ҫул валли те кăҫалхи пек пулăшусем сыхланса юласса пĕлтернĕ.    

Чăваш Республикинче пурăнакансене хăрушсăрлăх йĕркисене ҫирĕп пăхăнма чĕнсе каланă. Кирлĕ-кирлĕ мар ҫĕртен килтен тухма юраманнине, пĕр-пĕринпе тĕл пулса куҫа-куҫăн калаҫмасан та тен юрĕ тенĕ вăл. Кун пек тусан кăна, усал амак чирне чарса лартма май пулĕ тесе тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă регион Пуҫлăхĕ.  

Енчен те обществăлла апатлану вырăнсенче ĕҫлекенсенчен пурте прививка тунă пулсан, вăл предприятисемпе организацисен ĕҫлеме ирĕк пулĕ.    Кунсăр пуҫне ЗАГС тытăмĕнче тăрăшакансен, енчен те ҫын ҫурлалать е тата вилет пулсан, вĕсене регистрацилеме тивет.  Ҫынсем ку е вăл чару йышăниччен маларахри тапхăртах палăртнă учрежденийĕсен пулăшăвне илме ыйтса ҫырупа тухнă пулсан, вĕсене те ҫирĕп профилактика мерисене  пăхăнса тивĕҫтерĕҫ.  Патшалăх е муниципалитет пулăшăвĕсене илес текенсен электронлă майпа  пулăшусене тивĕҫме условисем пуррине асăннă ҫӳлерех палăртнă ĕҫ хутĕнче.   Чăваш Республикин Экономика министерстви, регионта COVID-19 чиртен пушă уйрăмсем  хальхи вăхăтра 150 ытла шутланнине палăртнă.  

Енчен те кирлĕ пек йышăнусене пăхăнмасан, ковид-фри статусне каялла тавăрма пултарас хăрушлăх  та сиксе тухассине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Апла пулсан, йĕрке пăсмалла мар, профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнмалла.  Дистанци мелĕпе таварсене сутма ирĕк пулĕ.  Кунсăр пуҫне патшалăх влаҫ органĕпе муниципалитет пĕрлешĕвĕсем ирттерекен официаллă мероприятисене йĕркелеме май пулĕ, анчах та тепĕр хут палăртса хăваратпăр, вăл е ку пулăмсене ҫирĕп санитарипе эпидемиологи йĕркисене пăхăнса ирттермелле.  Халăхăн QR-код е тата справка прививка тунине ĕнентерекен документ пулмалла.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче, ҫӳлерех асăннă тăхăр муниципалитет пĕрлешĕвĕнче ĕҫлеме юраман кунсем нумайрах тесе каланă. Паллă, сăлтавĕ халăх усал чирпе аптрани. Шкулсенче те лару-тăру ҫивĕчленсех пырать имĕш.  Вăл муниципалитетсенче тĕплĕ тишкерӳ тунă. Эпидемиологи лару-тăрăвне ятарлă специалистсемпе пĕрле пухăнса тарăн пăхса тухнине асăннă вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.  

 



26 октября 2021
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter