«Эпир управлени процесӗсене тепӗр хут пӑхса тухӑпӑр тата вӗсен витӗмлӗхне хаклӑпӑр», – тесе каланă Олег Николаев

«Эпир управлени процесӗсене тепӗр хут пӑхса тухӑпӑр тата вӗсен витӗмлӗхне хаклӑпӑр», – тесе каланă Олег Николаев

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче вĕренекен студентсемпе уҫă калҫу ирттернĕ.  Тĕлпулу вăхăтĕнче патшалăх тата муниципалитет ĕҫ-хĕлĕнче ҫитес тапхăрсенче пулса иртекен ҫĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн сӳсе явнă, ҫӗнӗ технологисемпе, уйрӑмах искусствӑлла интеллектпа усӑ курмалли пирки канашланă.  Ку ĕҫсенче ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕ пуласси те куҫ кĕретех тенĕ ертӳҫĕсем.  «Паллă, тепĕр ҫултан е икĕ ҫултан патшалăх управленийĕнче ĕҫлеме питĕ кăсăклă пулĕ.  Ытларах ĕҫсене автоматика режимĕпе йĕркелесе пыма вĕренсе ҫитĕҫ.  Эпир, влаҫри ҫынсем – чиновниксем хыпарсене туххăмрах хатĕрлесе пурнăҫа кĕртсе пыма ĕлкĕрсе пырăпăр.  Искусствăлла майпа йĕркеленнĕ интеллекта тĕпе хурса, ку е вăл ĕҫпе кирлĕ пек йышĕнусем туса хăварма пултарăпăр.   Сĕнӳсем те туххăмрах пама майсем пулĕҫ.  Пирĕн тĕрĕс йышăну тума пĕлмелле, тухăҫ паракан ҫул-йĕрпе пыма тăрăшмалла. Сӗннӗ йышӑнусен никӗсӗ ҫинче ĕҫсене комбинацилесси е кирлӗ тухăҫ парасси», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Пĕр пухăннă пек чухне, республика Пуҫлăхĕ экономист-студентсемпе тĕрлĕ ыйтусем тавра канашланă, регионпа ĕҫлеме пулăшакан майсем пирки сӳтсе явнă.  Проектлă управлени, шăпах та пысăк тухăҫлăх панине асăннă вăл. «Проектлă управлени тапхăрĕнче икĕ пай ҫине ытларах тимлĕх уйăрни пĕлтерĕшлĕ.  Йĕркене ҫирĕплетмелле,  аталану ҫул-йĕрĕсене пăхса хăвармалла, кулленех вĕсене ҫĕнетсе пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла.  Ку тĕлĕшпе питĕ хастар ĕҫлени куҫ кĕретех.  Паташалăхăн влаҫ шайĕнче пурĕ 120 процесс йĕркелесе пуҫарса янă.  Вĕсене муниципалитет шайне ăсататпăр, ҫĕнĕлле те пăхса тухма сĕнетпĕр»,  – тесе шухăша пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче регион Пуҫлăхне студентсем «Биометрический терминал с тепловизором» проектпа ҫамрăк яш-кĕрĕм паллаштарнă.  Ку ҫĕнĕлĕх – терминал ҫынна тӳрех палăртать, унăн температурине виҫме пултарать, пит ҫинче маска пуррипе ҫуккине тĕрĕслет.

Кун пек ҫĕнĕ технологийĕн витĕмлĕхĕпе хăш-пĕр корпуссенче усă курма пуҫланă та.  Каярах, усал амак чирĕ вĕҫленсен, ку терминалпа мероприятисене тĕрĕслесе кĕртме май паракан хатĕр вырăнне те усă курма май пулĕ.  Ку терминалпа алă пӳрнисем тăрăх, паллă тусан, туххăмрах кирлĕ хыпарсене тивĕҫме май пуласси те часах.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи экономика факультетĕнче пулнă май, Олег Николаев Бизнес-инкубтор ĕҫĕпе паллашнă, спортзала кĕрсе тухнă, лекцисем вулакан пӳлĕмсенче условисене курса ĕненнĕ.

 

 



26 октября 2021
17:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter