Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата приоритетлă проектсен канашĕн ларăвĕ иртнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата приоритетлă проектсен канашĕн ларăвĕ иртнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата приоритетлă проектсен канашĕн ларăвĕнче кун пирки паллă пулнă.  Туризма аталантарма май паракан патшалăхăн ҫĕнĕ программине ҫирĕплтме виҫĕ эрне хушшинче кирлĕ пек мĕнпур ĕҫ хучĕсене хатĕрлеме хушнă Чăваш Республикин Экономика министерствине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата приоритетлă проектсен канашĕн ларăвĕнче экономикăн тĕрлĕ сферинчи – çул-йĕр, вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ тата ытти те – пăхса тухнă.

2021 ҫулта «Туризм и индустрия гостеприимства» наци проекчĕ хута кайнă, хальхи вăхăтра ăна тĕплĕн тишкереҫҫĕ.  Чăваш Республики унпа килĕшӳллĕн, 2030 ҫулччен туризма аталантармалли Концепци  йышăннă. Кунсăр пуҫне   «Развитие туризма и индустрии гостеприимства» патшалăх программине хатĕрленĕ.  

Чăваш Республикин патшалăх программин тĕп тĕллевĕсем: пултарулăха аталантарасси, тухăҫлă ĕҫлеме вĕренсе пырасси, ăнăҫлă бизнеса тытса пырасси, вак тата вăтам предпринимательлĕхе вăй илтересси, пурăнма хăтлă условисем йĕркелесси, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси, халăхăн сывлăхне упрасси, цифра трансформацине пурнăҫа кĕрсе пырасси тата ытти те.   

Патшалăх программинче икĕ ҫул-йĕрпе аталанма плана кĕртнĕ.  Туризм инфратытăмне вăй илтересси тата туристсене валли таварсем анлăрах сарасси.  Республикăри хулапа районсенче пĕтĕмпе 95 объекта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарас ыйту та кун йĕркинче тăрĕ.  Таварсене халăх патне илсе ҫитермелли регионсен хушшинчи  бренд маршучĕсене  пиллĕк пăхса хăварнă. Руна ҫул-йĕрĕ тĕп маршутран пĕри пулĕ.  Ачасен туризма аталантарассипе те сахал мар мероприяти пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. 2030 ҫулччен 45000 шкул ачи ҫĕршыври регионсенче пулса курĕ, турмаршрутпа паллашĕ.   

Канашлура ҫакăн пекех регионти наци проекчĕсем епле пурнăҫа кĕрсе пынине те тарăн пăхса тухнă,  Чăваш Республикин программипе 2021 ҫулта кăрлач-авăн уйăхĕсенче епле ĕҫлесе пынине тишкернĕ.

«Паллă, кун пек ĕҫе мĕншĕн йĕркелени. Ҫулталăк вĕҫленсе пырать.  Апла пулсан, мĕнпур ĕҫе тарăн тишкермелле, пĕтĕмлетӳсем туса хăвармалла.  Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа туллин кĕртмелле, бюджетра пăхса хăварнă укҫа-тенкĕпе тухăҫлă усă курмалла», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Чăваш Енĕн 2035 çулчченхи социаллă экономика аталанăвĕн стратеги проекчĕ те хăватлăн пурнăҫа кĕрет.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Надежда Столярова хăйĕн сăмахĕнче 2021 ҫулта регионти 46 проекта валли, вĕсем пурте наци проекчĕпе тӳр килеҫҫĕ,  16,6 млрд тенкĕ пăхса хăварнине асăннă.  Вăл шутран, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснинчен 11,2 млрд тенкĕ тăкакланассине асăннă.  Кăтарту мĕнпур укҫа-тенкĕн калăпăшĕнчен 67,5 процент пулать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне патшалăх енчен куҫакан укҫа тĕллевлĕн тăкакланать, вĕренӳ, демографи, хăрушлăхсăр паха ҫулсем наци проекчĕсемпе курăмлă ĕҫлени куҫ кĕретех, ҫитĕнӳсем те ҫакнах ҫирĕплетеҫҫĕ.

2021 ҫулта 10 объекта хут яма плана кĕртнĕ, вĕсем туллин пурнăҫа кĕни паллă.  Ҫитес ҫул валли пăхса хăварнă план та пысăк: 54 ФАП, 10 территоринче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе мероприятисем пулмалла.  

Кунсăр пуҫне регион проекчĕсем епле пурнăҫа кĕртсе пынине пĕлтерекен хыпарсем халăх патне вăхăтра ҫитни паха. Сывлăх сыхлавĕпе Культура, Спорт министерствисен ĕҫĕсем тĕслĕхре.

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина хăйĕн сăмахĕнче наци проекчĕсемпе ҫыхăннă хыпарсене пахалăх енчен пысăк шайра калăпласан вырăнлă пулнине асăнса хăварнă.  Регионăн кашни проекчĕ пирки информацисем вăхăтра  пичетленмеллине тата вĕсен пĕлтерĕшĕ те, пахалăхĕ те пысăк шайра яланах пулмаллине каланă министр.  

Олег Николаев ку шухăша ырланă. Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн министерствине Чăваш Республикин Экономика министерствипе пĕрле эрне хушшинче пĕрлехи ĕҫсен мероприятисене пăхса тухса йышăнма чĕнсе каланă. «Наци проекчĕсемпе ҫыхăннă хыпарсем яланах кăсăклă пуриншĕн те.  Халăха хăш проектсем маларах е каярах кĕрсе пыни пирки туххăмрах пĕлтерсе пымалла.  Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан объектсем ҫинчен те асăнса хăвармалла. Пĕр сăмахпа каласан, регионта пулса иртекен ырă пулăмсем пирки ҫынсен пĕлмелле», – тесе ҫирĕппĕн каланă   Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.



27 октября 2021
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter