«Чӑваш Енре пултаруллӑ ачасене тупса палӑртмалли тата пулӑшу памалли тытӑма аталантармалла», – тесе каланă Олег Николаев

«Чӑваш Енре пултаруллӑ ачасене тупса палӑртмалли тата пулӑшу памалли тытӑма аталантармалла», – тесе каланă Олег Николаев

 Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, ăна республика Пҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.  Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем  ҫитĕнекен пултаруллă яш-кĕрĕм пирки ыйтăва тишкернĕ, вĕсене тупса палăртмалли майсем ҫинчен канашланă.  

«Пирĕн кулленех ятарлă тытăм йĕркелесси ҫинчен калаҫу хускалать.  Пултаруллă ачасен ăсталăхне аталантарма витĕм кӳрекен майсем пирки те тăтăшах сăмах пуҫаратпăр.  Вĕсене хатĕрлеме йĕркеленекен условисемпе ҫыхăннă ыйтусем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.   

Енчен те ҫакнашкал палăртнă ĕҫсене йĕркелес тесессĕн,  Чăваш патшалăх культура институтне Чăваш ЕНри культура училищипе (техникумĕпе) пĕрлештерсен аван.  Ĕҫ хутне шăпах та, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне пухăннисеем сӳтсе явса йышăнса хăварнă.    

«Икĕ вĕренӳ учрежденине пĕр чăмăра пухни, вĕсен вĕрентӳ тытăмĕн хăватлăхне ӳстерме май парать.  Условисем лайăхрах йĕркеленесси те куҫ кĕретех.  Кадрсене хатĕрлеме те пысăк профессионалсем витĕм кӳрĕҫ.  Чи пахи вара, техникумри ачасем Институтра пĕлӳ пухса, малашнехи пурнăҫра хăйсен пултарулăх ҫул-йĕрне шыраса тупма, ăсталăха туптама пултарасси те куҫ кĕретех.  Техникумран вĕренсе тухсан, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытмасăрах, тӳлевсĕр куҫăм майпа пĕлӳ шайне Институтра ӳстерсе пыма май килни те питĕ лайăх», тесе асăнса хăварнă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова.  

Йышăну пур, ҫирĕп йĕркене пăхăнса пырса, професси шайне тĕпе хурса, мĕнпур ĕҫсен мероприятийĕсене тĕллевлĕн йĕркелеме пĕлни аван. Ку шухăша Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев палăртсах каланă.  Условисем паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килмелле, информаци технологийĕсен витĕмлĕхĕ пулмалла, культурăна ҫĕнĕлле вăй илтерме ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ специалистсем хатĕрлемелле.

Чăваш Енре профессионаллă пултарулăх ушкăнĕсен проекчĕсене пурнăҫа кĕртме Чăваш Республикин грантне парса хавхалантараҫҫĕ, вĕсене тивĕҫтермелли йĕркене ҫĕнĕлĕхсем кĕртме пăхса хăварнă ĕҫ хутĕнче.  

Ҫулсерен Чăваш Республикин грантне тивĕҫекенсен шучĕ ӳссе пырать, ку кăтарту виҫҫĕрен ултта ҫитнĕ. Палăртма кăмăллă, вĕсенчен икĕ ушкăнне 5 млн тенкĕ парса тивĕҫтерĕҫ тата иккĕшне вара 3 миллион тенкĕ лекĕ, ытти иккĕшне пĕрер миллион парса хавхалантарма килĕшнĕ.  

«2012 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен, грант виҫи 2,8 млн танлашнă.  Ку тапхăрта пурнăҫа пурĕ те виҫĕ проект ҫеҫ кĕнĕ. Калăпăр, 2021 ҫулта грант виҫи 8,4 млн ҫитнĕ.  Ҫитес ҫултан пуҫласа пĕтĕмĕшле грантсен виҫи 18 млн тенкĕ пулĕ.  Кун пек виҫе пултарулăх ушкăнĕсене ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме хавхалантарасси те куҫ кĕретех», – тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче ҫакнашкал пысăк тĕрев Чăваш Республикин тулашĕнче ĕҫлекен специалистсене те явăҫарма май парасса шанса каланă.  «Енчен те пысăк професси шайĕнче проектсене йĕркелесен, вĕсем халăхшăн та кăсăклăрах пулĕҫ, вĕсене пурте хапăл тусах йышăнасси те никама та иккĕлентермĕ», – тесе сăмаха ҫавăрнă Пуҫлăх.   



28 октября 2021
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter