Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Чувашхлебопродукт» АОра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе пулнă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Чувашхлебопродукт» АОра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе пулнă

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Чувашхлебопродукт» АОра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе пулнă, унти лару-тăрупа паллашнă. «Ҫăнăх хакĕ мĕнле пулнинчен пĕтĕмпех ҫăкăр хакĕ  епле пуласси килет.  Эпир ҫăкăр пĕҫерекенсене ҫителĕклĕ таран йӳнĕ хакпа ҫăнăхпа тивĕҫтерме хатĕр.  Ҫулталăк тăршшĕпе ҫăкăр хакĕ ан ӳстĕр, пĕр шайра тăтăр», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев, хаксем пирки сăмах пуҫарнă май.    

Ҫăкăр пĕҫерекенсене тивĕҫтерекен  пысăк предприятисенчен пĕри – Шупашкарти элеватор.  Вĕсен пахалăх шайĕ пысăк пулнине пĕрре мар ҫирĕплетнĕ специалистсем.  Производствăра пысăк технологиллĕ хатĕрсем хуҫаланни те куҫ кĕретех. Тыр-пула вĕсем тарăн тирпейлесе, предприятисемпе организацисене  ҫăкăр пĕҫерме ҫăнăх туса тивĕҫтерме тăрăшаҫҫĕ.

«Чувашхлебопродукт» АО директорĕ Юрий Степанов предприятинче юпа уйăхĕнче пысăк калăпăшлă проекта пурнăҫласа ҫĕнĕ производство линине хута янине ырă хыпара пĕлтернĕ хăнасене.  Предприятинче ҫăнăх авăртакан арман калăпăшĕ пĕр харăсах 600 тонна тырăна тирпейлеме май панине хыпарланă ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  Производствăн тухăҫлăхĕ ӳснине, калăпăшĕ те ытти чухнехинчен 20 процент ҫити хăпарнине каланă вăл.  

Ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса, ҫăнăх хакне пĕчĕклетме май пуррине асăннă ертӳҫĕсем. Таварсен пахалăх шайĕ ӳссен, вĕсене халăх хапăл тусах туянасса шанса каланă ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. «Палăртнă тĕллевсене пурне те туллин пурнăҫа кĕртнĕ.  Пуласлăхри тĕллевсем тата та пур-ха. Канашри элеватора модернизацилессипе хĕрӳ ĕҫсем ппыраҫҫĕ.  Предприяти экспорта таварсем куҫарма хатĕрленет», - тесе хушса каланă сăмаха Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Палăртса хăваратпăр, ҫулсерен предприяти хăйсен таварĕсен пахалăх шайне пысăк пулнине ҫирĕплетет.  Раҫҫей шайĕнче иртекен ăмăртусенче мала тухса, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне пулса тăрать.  

«Ылтăн кĕркунне – 2021» Раҫҫейри агропромышленноҫ куравĕнче   «Чувашхлебопродукт» АО  филиалĕн Шупашкарти элеваторăн  таварĕсем виҫҫĕмĕш вырăна тухнă.  



29 октября 2021
14:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter