Медицина ĕҫченĕсене халалланă "Тавтапуҫ" ятлă акци пурсăмăра та асăрхану мерисене пăхăнма ыйтать
Ҫак кунсенче Чăваш Енре «Тавтапуҫ» ятлă акци ĕҫлесе кайрĕ, ăна медицинăра тăрăшакансене халалланă, ырă пуҫарăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ старт панă. Ку эрнере эпир медицинăра ĕҫлекенсене кăштах та пулин пулăшу парайратпăр, енчен те урама тухмасан, килтех тăрса юлсассăн. Ку шухăша республика Пуҫлăхĕ те ырланă.
«Ҫак кунсенче кашни ҫыннăн медицинăра тăрăшакансене май килнĕ таран пулăшма тăрăшмалла. Кирлĕ пек мерăсене пурин те пăхăнмалла, йĕрке пăсма никамăн та ирĕк пулмалла мар. «Тавах» сире ҫĕнĕ акци пурнăҫа кĕчĕ. Ку ĕҫе пурин те хастар хутшăнмалла, май килнĕ таран пĕрне-пĕри ăнланса пымалла. Уйрăмах кăшăл вируспа чирлекенсемпе ĕҫлекен тухтăрсене ăнланма тăрăшмалла. Вĕсем хăйсене шеллемесĕр май килнĕ таран ҫынсен сывлăхне упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Кун пирки тĕплĕнрех чарăнса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Паян кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ, кун пирки тепĕр хут асăнса хăварнă республика Пуҫлăхĕ, чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирттернĕ планеркăра.
Кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă мĕнпур мероприятисене ҫирĕп пăхăннипе пăхăнманнине кулленех тухса тĕрĕслемелле ятарлă служба ĕҫченĕсен. Ĕҫлеме юраман кунсенче те йĕркене пăсма никамăн та ирĕк пулмалла мар. «Иртнĕ эрнери ĕҫсене пĕтĕмлетнĕ хыҫҫăн, хăш-пĕр лайăх енсене курма май килчĕ. Кăтартусем ырă енне улшăнса пынине те ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем», – тенĕ вăл.
«Ҫак кунсенче те лайăх кăтартусене упраса хăварассишĕн тăрăшмалла. Ытларах килте юлма тăрăшмалла. Урама тухса, пĕр-пĕринпе калаҫса, чир-чĕре алхасма памалла мар. Пĕр сăлтавсăрах уҫăлма тухса, чире ертме пултарасси те часах. Кун пирки никамăн та манмалла мар», – тесе каланă вăл.
Бизнесра тăрăшакансем ыйтнипе зоотоварсене сутма ирĕк парасси пирки ыйтăва хускатнă паянхи планеркăра. Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен лавккасене ĕҫлеттерсен вырăнлă пулнă пулĕччĕ теҫҫĕ вĕсем. Хушма ĕҫ хутне лă пусса ҫирплетесшĕн, ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварасшăн. Ку пек лару-тăрăва, эппидемиологи енĕпе ĕҫ-пуҫ лайăх енне куҫиччен йышăнĕҫ.
Кăшăл вирус алхасни, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫынсем чирпе аптрани, усал амакпа асапланса вилекенсен йышĕ пысăк пулни пурсăмăра та пăшăрхантарать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче, юлашки эрнере лару-тăру кăштах та пулин ырă енне куҫса пынине асăннă. Халăх вакцинациленни аванах сисĕнет тенĕ вице-премьер. «Кунне пиллĕк пине яхăн ҫын чиртен асăрханас тесе прививка тума кăмăл тунă», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.
«Енчен те ҫапла ĕҫлесе пырсан, пирĕн ĕҫ кунĕсем чӳк уйăхĕн 8-ĕшĕнччен малалла вăй илсе пырĕҫ, палăртнă тĕллевсене те пурнăҫа кĕртсе пырăпăр», – тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Иртнĕ кану кунĕсенче муниципалитетсенче мобильлĕ ушкăнсен йышне ӳстернĕ. Тĕрĕслевсем анлă иртнĕ, Муркашра – 185, Елчĕкре – 159, Тăвайĕнче – 150, Шупашкар хулинче 1036 тĕрĕслев пулнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче юпа уйăхĕн 30-31-мĕш кунĕсенче пурĕ Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкарта суту-илӳ объекчĕсенче пĕтĕмпе 3443 тĕрĕслев ирттернине пĕлтернĕ. Ытларах чухне мобильлĕ ушкăнсем ҫурҫĕрте тĕрĕслеве тухнă, йĕрке пăснă тĕслĕхсем те сахал мар пулнă, 15 протокол ҫырнă, 33 акт, йĕрке пăснă тесе 48 тĕслĕх тупса палăртнă.