Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕ уçăлнăранпа 10 çул çитрĕ

Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕ уçăлнăранпа 10 çул çитрĕ

Чӑваш Енӗн чаплӑ ентешӗ Алексей Платонов трактор тӑвакансен ячӗпе Шупашкарта парк хута кайĕ. Ҫитес ҫулталăка республикăра  Мухтавлă ентешĕмĕрсене халалланă. Палăртнă хушăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Чăваш Республикин Строительство министерствине, Шупашкар хулин администрацине «Тракторсен завочĕсем» Концернпа пĕрле  пăхса тухма каланă.

Алексей Платонов паллă конструктор, вăл Етĕрне тăрăхĕнче ҫуралса ӳснĕ.  Нумай ҫул хушши Сталинградри тракторсен заводĕнче вăй хунă. Чăваш Енĕн тĕп хулинче Мир проспектĕнче вырнаҫнă объект кӳршĕллĕ районсенче пурăнакансене анчах мар, хулана курма килекенсене те илĕртессине шансах тăратпăр.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев тракторсен музейне 10 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă, историне сыхласа, ăна аталантарса пыма витĕм кӳнĕшĕн мухтанă.  «Музей пĕлтерĕшĕ ӳссех пырать. Иртнĕ пурнăҫпа хальхи пурнăҫа пĕрлештерет, пуласлăха та курма вĕрентет», – тесе каланă вăл.  

Трактор музейĕ кĕске тапхăртах пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. «Промышленноç туризмне аталантарас енĕпе нумай ĕç пурнăçлать. Музей авалхипе хальхине, хальхипе пуласлăха çыхăнтарать. Кунашкал музей Чăваш Енре пурри ахальтен мар. Шупашкар трактор тăвакансен хули пулса тăнă. Пирĕн заводра 50 çулта çĕр-çĕр трактор туса кăларнă. Паянхи кун та предприяти промышленноç отраслĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать», – тенĕ регион ертӳçи.

Асăннă тапăрта музей хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ материалсемпе пуянланнă.  Трактор вăй хăватне паянхи пурнăҫ таппипе ӳстерсе пыма май килни ҫинчен те кирлĕ пек ятарлă хыпарсем вырнаҫтарнă. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă республика Пуҫлăхĕ.  Республикăн тĕп хулишĕн, ҫакăн пек музей хăйне евĕр пысăк чыс тесе хакланă вăл.

Музей ĕҫне аталантарассинче Чăваш Республикин Правительстви тарăн витĕм кӳме хатĕррине пĕлтернĕ Пуҫлăх. Палăртса хунă плана пурнăҫлассинче те кирлĕ пек пулăшусем пама хавас тенĕ вăл.

Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви туризма аталантарас ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрать, уйрăмах промышленноҫ туризмĕ, хăватлăн пурнăҫа кĕрсе пырать паянхи пурнăҫа.

«Ҫакăн пек музей уҫнин пĕлтерĕшĕ калама ҫук пысăк. Ҫитĕнекен ăрушăн уйрăмах лайăх.  Тепĕр тесен, техникăпа кăсăкланакан мĕнпур ҫыншăн кăсăклă вырăн пулса тăрĕ.  Пĕлсех тăратпăр, ҫитес вăхăтрах ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ кăтартусемпе эпир палăрма пултарассине.  Дистанци мелĕпе ĕҫлеме вĕренсе, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерме те пултарайрăпăр.    Апла пулсан, пирĕн ҫитĕнӳсемпе лăпланса ларма вăхăт ҫук, вĕсене ӳлĕмрен те тата та лайăхрах туса пырассишĕн ырми-канми тăрăшма тивĕ», – тенĕ ертӳҫĕсем.  

Пĕлме: музей 2011 çулта РФ Машина тăвакансен союзĕпе Трактор завочĕ пуçарнипе йĕркеленнĕ. Хальхи вăхăтра унта тĕрлĕ 700 трактор упранать. Нумаях пулмасть музей çĕнĕ экспонатсемпе пуянланнă. Мускаври конгресс-бюро музее «Сталинец С-65» трактор макетне тата «У-2» самолет-трактор копине парнеленĕ.

Палăртнă кун хăнасене вали экскурси йĕркеленĕ.  Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене туни пирки ӳкернĕ сюжетсенчи пĕрер пайĕсене кăтартса пынă.  Вăл картинăсене калăплама, шăпах та Трактор историйĕсен музейĕн хатĕрĕсемпе усă курнă.  Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕ уçăлнăранпа 10 çул çитрĕ, ҫак пулăма халалласа музейре телеконференци иртрĕ.



01 ноября 2021
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter