"Ҫулталӑк вӗҫĕ тĕлне Чӑваш Енре Апат-ҫимӗҫ фондне аталантармалли Стратеги хатĕрленĕ" – тенĕ Олег Николаев

"Ҫулталӑк вӗҫĕ тĕлне Чӑваш Енре Апат-ҫимӗҫ фондне аталантармалли Стратеги хатĕрленĕ" – тенĕ Олег Николаев

Хaрпăр хăй хуҫалăхĕсене хушма тĕрев парасси, пĕчĕк ялсенче культура ҫурчĕсене хута ярасси пирки ыйтăва ҫитес пиллĕк ҫуллăхра пурнăҫа кĕртмеллине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Ырă хыпара  вăл агропромышленноҫ комплексĕнче тăрăшса тивĕҫлĕ канăва тухнă ветерансемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра пĕлтернĕ.

 «Таварсен суту-илӳ рынокĕнче Чăваш Республикин Апат-ҫимĕҫ фончĕ тĕп вырăн йышăнмалла.  Чи малтанах пысăк тимлĕх фермер хуҫалăхĕсене уйăрмалла.  Кун пек тусан, пĕлтерĕшлĕ ĕҫ пуласса та курсах тăратпăр», - тенĕ  вăл.  «Паллă, ятарлă пӳлмесем тусан та аван. Кун пек вырăнсенче фермер хуҫалăхĕсен таварĕсене нумай калăпăшпа та туянма меллĕ пулĕ, хăшĕ-пĕрисем сахал партипе те илме пултарĕҫ.  Ĕҫе пуҫарса йĕркелесе яма Чăваш Республикин Апат-ҫимĕҫ суту-илӳ фончĕн условисем ҫителĕклĕ», - тесе  каланă Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май. 

Олег Николаев шухăшĕпе, харпăр хăй хуҫалăхĕсемпе фермер хуҫалăхĕсен аталанăвĕнче асăннă предприяти тĕп звено пулса тăма пултарать.  Таварсене йăлана кĕнĕ йĕркепе кăна халăх патне илсе ҫитермĕҫ, ытти ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕсемпе те усă курма пултарайрасси часах пулĕ.  Кун пек пуҫарура шăпах та, вĕсем тĕп оператор та пулайрасси куҫ кĕретех. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ тĕллеве палăртнă, ĕҫ хучĕсене ҫулталăк вĕҫлениччен хатĕрлесе хума хушнă ятарлă ведомство ĕҫченĕсене.   

Кăҫал техника тăрăмне йĕркелесе пыракан тата метрологи федераци агенствине  «Чăваш Республикин Апат-ҫимĕҫ суту-илӳ фончĕ» ТМЯО кĕртнĕ.  Туянусен сферинче лайăх ĕҫлесе пыракан предприятисен реестрĕнче тăрать асăннă организаци. «Ылтăн кĕркунне-2021» пĕтĕм Раҫҫейри агропромышленноҫ куравĕнче фондăн таварĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă, хисеплĕ пĕрремĕш вырăна йышăннă вĕсен кĕрписем.   

Сăмах май, пĕлтĕр патшалăх шайĕнче ял хуҫалăх тытăмне аталантарма витĕм кӳрекен институтсене тĕрев пама пăхса тухнине те асăннă Олег Николаев.  Чи пĕлтерĕшлĕ таварсене тирпейлесе кăларакансем патне пысăк тимлĕх уйăрмалла, вĕсем шăпах та, хаксене шайлаштарма витĕм кӳреҫҫĕ тенĕ вăл.

«Чувашхлебопродукт» АО пĕлтĕртенпе аталану планне пурнăҫа кĕтсе пырать. Юпа уйăхĕнче Шупашкарти элеваторта тĕпрен реконструкцилесе ҫитернĕ, пысăк технологиллĕ линисем хута янă. Канашри элеватора та модернизацилессипе хĕрӳ тăрăшаҫҫĕ. Унăн  хăватлăхне 20 процента ҫити ӳстернĕ.  «Ку тĕрлĕ таварсене калăпласа кăларма витĕм кӳрет. Хаксене шайлаштарса пыма та меллĕ.  Таварсене тирпейлĕ пуҫтарса хурсан, федераци шайне, регион тулашне те  илсе ҫитерме меллĕрех пулĕ», - тесе хушса каланă Олег Николаев.  

«Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ предприяти пулса тăрать, уйрăмах ҫăкăр пĕҫерессипе ĕҫлекенсемшĕн вĕсем пĕлтерĕшлĕ. Предприятийĕн аталану планĕ те пысăк.  Ăна витĕм кӳме тăрăшăпăр», - тенĕ Пуҫлăх.

Харпăр хăй хуҫалăхăнче ĕҫлекенсене те патшалăх енчен куҫакан пулăшусем пирки каласа кăтартнă уҫă тĕлпулăва пухăннă ветерансене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ, кулленех вĕсене валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ тĕревсем пулса пынине хыпарланă вăл.

«Айван хуҫалăхсем пулмалла мар. Пурне те пĕр пек аталанса пыма хăтлă условисем туса памалла.  Саккунсен базине те кулленех ҫĕнетсе пыратпăр.  Калас пулсан, патшалăх енчен панă пулăшу вĕсене ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ рыноксене таварсене тăратма май парĕ. Ял хуҫалăх пайĕпе тăрăшакансен хисепĕ те курăмлăнах ӳссе пыни куҫ кĕретех пулĕ», - тенĕ вăл.  «Ятарлă тытăм йĕркелесен аван. Кун пек ĕҫсене туса пырсан, кăтартусем те лайăхрах пулĕҫ.  Кун пек ĕҫсене туса пымасан,  тĕревсем пирки хăш-пĕр уйрăм ыйтусем те сиксе тухма пултарĕ», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ. 

Икĕ ҫул хушши сĕт сăвăмĕ пысăк пулнă тапхăрта ял халăхне патшалăх енчен субсиди парса пулăшнă. Ку тĕслĕх пирки тĕплĕнрех ăнлантарса панă вăл. «Енчен те эпир патшалăх енчен вăхăтра пулăшусемпе тивĕҫтеретпĕр пулсан, хуҫалăхсен ҫĕнĕрен  те ҫĕнĕ вăй илсе пымалла, пысăк технологисен витĕмлĕхĕ сисĕнмеллеЙĕркесене тепĕр хут тишкермелле, кирлĕ пек йышăнусем туса хăвармалла», - тенĕ вăл. 

«Ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларакансене патшалăх енчен куҫарса паракан пулăшу мерисем ҫĕнелсе пырсан, ял территорийĕсенче харпăр хăй хуҫалăхĕпе ĕҫлеме кăмăл тăвакансен шучĕ те ӳсĕ, аталану та пысăк пуласси никама та иккĕлентермĕ», - тенĕ сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. «Эпир хамăр енчен сирĕн кирек-епле пуҫарăва та хавас, пĕрле килĕшсе ĕҫлеме хатĕр», - тенĕ вăл.

Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан планеркăра, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ЛПХсене патшалăх енчен тивĕҫтермелли ҫĕнĕ майсем пирки сăмах пуҫарнăччĕ. «Ял хуҫалăх таварĕсенчен 40 проценчĕ ытла хушма хуҫалăхсенче тирпейленсе тухаҫҫĕ. ЛПХсене тĕрев памалли  тухăҫлă формăсене пăхса тухса йышăнсан аван. Сĕт-ҫу, пахча ҫимĕҫ таварĕсене вĕсем курăмлă пухса тирпейлени те куҫ кĕретех. Кооперативсем йĕркелесен аван, пĕрлĕхре вăй, тухăҫлăх та пысăкрах пуласси никама та иккĕлентермĕ», - тесе пĕлтернĕ шухăша вăл.

Агропромышленноҫ комплексĕн Ветерансен союзĕн председателĕ  Александр Самылкин хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах каланă: «АПК тытăмне аталантарассипе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кĕске вăхăт хушшинчех сахал мар ĕҫ пурнăҫларĕ. Агропромышленноҫ пайĕ аталанса пытăр тесе регион Пуҫлăхĕ чылай кирлĕ пек йышăнусем тăвать. Социаллă пурнăҫпа экономика вăй илсе пыни те куҫ кĕретех.  Мĕнпур тытăм пĕрле килĕшсе ĕҫлеме пуҫларĕ. Пĕрлĕхре вăй тени ăнлав малти вырăна тухрĕ.  Ял хуҫалăх техникисене  туянма парса пулăшакан субсидийĕн пĕлтерĕшĕ пысăк.  Ялсенче ĕне усракансене укҫан пулăшу пани те питĕ лайăх.  Ял ипотекин ставки ҫав тери пĕчĕк. Апла пулсан, чăнласах та пурнăҫ ырă енне куҫса пырать, халăх ҫакна туять, ялти ҫынсем  сирĕн ĕҫпе кăмăллă», - тенĕ вăл.   

Сăмах май, уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ялта пурăнакансем ытти хуласене кайса ĕҫлени пирки те сӳтсе явнă.    Ял тăрăхĕсене ытларах ҫамрăксене валли ĕҫ вырăнĕсем пулсан аван тенĕ вĕсем.  Фермер хуҫалăхĕсем вăй илсе пырсан, паллă, халăх валли те ĕҫсем пулĕҫ.  Республикăра ытларах та ытларах хуҫалăх ĕҫĕсене пĕр чăмăра пухса, пысăк кооперативсем йĕркелесе яма условисем хатĕрленсен пĕлтерĕшлĕ.   Экономикăри мĕнпур сфера валли пысăк профессионалсем хатĕрлемелли ыйту ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла. Вăрмансене упрамалла, вĕсене сыхласа хăварас ыйту та кун йĕркинчех тăнă калаҫу вăхăтĕнче.

Асăннă тапхăрта чылай сферăна ҫĕнĕрен чĕртсе тăратма, вăй-хăват хушма май килнине палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Сахал мар ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем палăртса хунă, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн курăмлă мероприятисем те пăхса хăварнă. «Ҫитес 2-3 ҫул хушшинчех тухăҫлăха туйса илĕпĕр.  Ял территорийĕсем ҫĕнĕлле аталанассине те курсах тăратпăр. Шанатпăр, ҫамрăксем хапăл тусах ял хуҫалăх пайне туртăнассине.  Ялта пурăнма хăтлă условисем пулсан, ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленсен, пурнăҫ пахалăхĕн шайĕ ырă енне улшăнсан, халăхăн кăмăлĕ тата та лайăхрах уҫăлса кайĕ, пĕрне-пĕри хисеплесе ăнланса, пулăшса пурăнма пикенĕҫ», - тенĕ сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Енчен те хамăр тирпейлесе пуҫтарнă таварсене сутма пултаратпăр пулсан, кооперативсем йĕркелесе ярсан, агропромышленноҫ тытăмĕ хăватлăн вăй илсе пырасси пирки никам та иккĕленмĕ», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Ял территорийĕсене аталантарма инвестици паспорчĕсене хатĕрлессипе хĕрӳ ĕҫ пуҫланнине те асăннă вăл.  «Кашни муниципалитетăн хăйĕн паспорчĕ пулĕ. Кун пек пулсан, ялсенче хуҫасăр килсене тупса палăртма аван, пушă выртакан ҫĕр лаптăкĕсене те пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе курăмлă ĕҫлеме пулĕ.  Кун пек пуҫару ĕҫе кĕме тытăннă та, хушу панă ятарлă служба ĕҫченĕсене», - тенĕ Пуҫлăх.  Чи пахи,  2022 ҫултан пуҫласа ҫитес пиллĕк ҫуллăх валли хушма план пăхса хăварнă, пĕчĕк ялсенче культура ҫурчĕсем ҫĕкленĕҫ, халăх валли чаплă объектсем пулĕҫ.



03 ноября 2021
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter