Олег Николаев ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене патшалӑх наградисемпе чысланă

Олег Николаев ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене патшалӑх наградисемпе чысланă

 Ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансене халалланă уява палăртса, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫре хисепе тивĕҫнисене, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  

«Паян паллă пулăма чаплăран та чаплă, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем, ĕҫ ушкăнĕсенче хисепе тивĕҫнисем, предприятисемпе организацисен аталанăвне пысăк тӳпе хывнисем пухăннă.  Вĕсен паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнине пĕрре мар ҫирĕплетнĕ ĕҫчешĕсем», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  «Пĕрне-пĕри ăнланса ĕҫлесен, ушкăнра килĕшӳ хуҫалансан, ҫитĕнӳсем пуласси часах» -  тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Нумай чухне аслисем, хăйсен вырăнне ҫитĕнекен ăрăва та вĕренсе хăварассишĕн чылай вăй хураҫҫĕ.  Ял хуҫалăхне аталантарма кирлĕ пысăк профессионалсем хатĕрлеме пулăшаҫҫĕ», - тенĕ Пуҫлăх сăмаха ҫавăрса.  

Олег Николаев  ҫĕр ĕҫченĕсене паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлеме чĕнсе каланă. «Пурнăҫа ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕ кĕрсе пыни куҫ кĕретех. Апла пулсан, вĕсемпе усă курса ĕҫлесе пырасси те кулленхи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Экономикăна аталантарассинче цифровизаци ăнлавĕ пĕлтерĕшлĕ.  Производствăсен ĕҫне ҫĕнĕлле йĕркелесе пыма вĕренмелле.  Кирек-епле ĕҫре те тухăҫлăха малти вырăна кăларса тăратма тăрăшмалла.  Енчен те мĕнпур ĕҫсене ҫĕнĕлĕхсене пăхăнса йĕркелесен, ҫитĕнӳсем те часах пулĕҫ», -  тенĕ  республика Пуҫлăхĕ.

Ял хуҫалăх пайĕнче  вăй хуракансене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ мухтанă, хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса таса чунпа ĕҫленĕшĕн тав тунă, ҫитĕнӳсем тума ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем патне ăнтăлнăшăн   ырланă.    

 

 



03 ноября 2021
14:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter