Тӗпрен юсанӑ тата сакӑр шкул Чӑваш Енре уҫӑлнă

Тӗпрен юсанӑ тата сакӑр шкул Чӑваш Енре уҫӑлнă

 Республикăри хăш-пĕр шкулсене тĕпрен ҫĕнетессипе ĕҫсене вĕҫленĕ. Вĕренӳ ҫулĕн иккĕмĕш чĕрĕке ачасем ҫĕнĕ хăтлă шкулсенче вĕренĕҫ. Шупашкарта, Куславккара, Пăрачкавра, Ҫĕрпӳре  юсаса ҫĕнетнĕ хăш-пĕр шкулсенче ачасем ҫутă та ăшă, таса калассенче тарăн пĕлӳ илсе, ҫĕршыва юрăхлă ҫынсем пулма ăс пухĕҫ.   

Ырă хыпара Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра пĕлтернĕ.

Кăҫал Чăваш Ен Пуҫлăхĕн Олег Николаевăн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен модернизацилессипе анлă программа пурнăҫа кĕме тытăнчĕ: 53 шкула, ача сачĕсене 35-шне тата ачасен сывлăхне ҫирĕплетме май паракан 3 лагерье тĕпрен юсанă, объектсен строительство ĕҫне 2 млрд тенкĕ ытла тăкакланă.  

Паянхи куна 75 вĕренӳ учрежденийĕнче тĕпрен юсав ĕҫĕсене вĕҫленĕ. Графикпа килĕшӳллĕн, 9 вĕренӳ учрежденийĕнче юсав ĕҫĕсем хĕрӳ пыраҫҫĕ, 7 шкулта вара строительство ĕҫĕсене юлса пурнăҫлани сисĕнкелет. Етĕрнере, Йĕпреҫре, Шупашкар районĕсенче тата Шупашкар хулинче те  хăш-пĕр объектсем вăхăтра хута кайманнине палăртаҫҫĕ специалистсем.   

Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан объектсене кирлĕ пек ведомство ĕҫченĕсем кулленех тухса тĕрĕслеҫҫĕ. Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерствинче, Чăваш Республикин Строительство министерствинче, Чăваш Енĕн Прокуратуринче тăрăшакансем шкулсемпе ача сачĕсенче строительство ĕҫĕсем графикпа пулса пынипе пыманнине ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ, йĕрке пăсассинчен сыхă тăраҫҫĕ.   Куллен объектсенче миҫе ҫын ĕҫленине те вĕсем шута илме тăрăшаҫҫĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Етĕрне хулинчи 3-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулти строительство ĕҫĕсемпе кăмăллă пулман. Кăҫал хăй ҫурла уйăхĕнче вăл объектра пулнине аса илсе хăварнă. «Халĕ кăштах наянланни сисĕнкелет объект ҫинче. Ĕҫсене графика пăхăнса пурнăҫламанни те куҫ кĕретех», – тенĕ вăл, хăйсене шанса илнĕ ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫламаннишĕн ятланă вырăнти ертӳлĕхе.

«Енчен те эсир хăвăрăн пурнăҫăрта тăтăшах «шанатпăр» е тата «шантараҫҫĕ» сăмахсене тĕпе хурса пурăнсан, йĕрке пуласси иккĕленӳллĕ.  Сирĕн мĕнпур ĕҫсене кулленех ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле, никама та шанса лармалла мар. Ҫĕнĕрен хăвăрăн ĕҫе пăхса тухăр, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫалантăр», – тесе асăрхаттарнă ертӳҫĕсене.  

Кăҫал пуҫласа регионта объектсене тĕпрен тĕрĕслев ирттерме плана кĕртнĕ, строительствăпа монтаж ĕҫĕсене туххăмрах вырăна ҫитсе тĕрĕслеҫҫĕ ятарлă ведомство ĕҫченĕсем. «Ӳлĕмрен те тĕрĕслевсем тума шутлатпăр. Мĕнпур ĕҫе тарăн тишкерсе, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма тăрăшăпăр», – тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Ҫитес ҫултан ҫулсене юсассипе те ҫакăн евĕр ĕҫсене пуҫарса яма тĕллев лартнă. Объектсенче тĕрĕслев пулсан, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем те тен пулмĕҫ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумне – строительство министрне Павел Данилова регион Пуҫлăхĕ объектсене тĕпрен тишкерме хушнă, яваплисене палăртма каланă.

«Строительство ĕҫĕсене  республикăра централизациленĕ майпа тухса тĕрĕслени, вырăнти ертӳлĕхе сӳрĕкленме ирĕк памасть. Район тата хула администрацийĕсенче тăрăшакансен те тимлĕхе ҫухатмалла мар, строительство ĕҫĕсем графикпа пурнăҫланнипе пурнăҫланманнине тĕрĕслеве илме тăрăшмаллах», – тенĕ Олег Николаев.

Объектсенче строительство ĕҫĕсен  пахалăхĕ ҫӳллĕ шайра пулса пымалла.  Палăртмалла, ҫитес ҫултан шкулсене тĕпрен юсассипе республика программипе пĕр танах федераци программи те пурнăҫа кĕме тытăнать. «Пирĕн программăпа пулса пыракан ĕҫсем анлă, апла пулсан, стандартсене пăхăнмалла, кăҫалхи пекех ҫитес ҫул та федераци программипе килĕшӳллĕн юсав ĕҫĕсене пурнăҫласа пымалла», – тенĕ вăл.   2021 ҫулта шкулсене тĕпрен юсассипе пурнăҫа кĕрекен программăпа килĕшӳллĕн, регионта 191 шкул тата 133 ача садне ҫĕнетме плана кĕртнĕ. Ку программăпа тăватă ҫул хушши ĕҫлеме пăхса хăварнă, ҫапла пултăр тесе ятарлă график та тунă.

Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хăйĕн сăмахĕнче 2022 ҫулта 24 вĕренӳ учрежденийĕнче тĕпрен юсама плана кĕртнине хыпарланă, республика бюджетĕнче 530 млн тенкĕ ытла пăхса хăварнине каланă. 2022–2023 ҫулсенче «Вĕрентĕве аталантарас» Раҫҫей Федерацийĕн патшалăх программипе килĕшӳллĕн, регионта шкулсене модернизацилесе пыраҫҫĕ. Федераци хыснинчен субсиди тивĕҫме проектсен пахалăхне тĕпчеҫҫĕ, лайăххисене тупса палăртаҫҫĕ. 28 объекта тума проектпа смета хучĕсене хатĕрленĕ, вĕсен хакĕ 2,3 млрд танлашать. Ҫĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимнази пирки те ĕҫ-пуҫ хĕрӳ пырать,  документсене патшалăх экспертизине тухма хатĕрлеҫҫĕ.

«Вĕренӳ» тата «Демографи» наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн, 2020–2022-мĕш ҫулсенче  республикăра 3 шкулпа  ача сачĕсем – 9 хута яма плана кĕртнĕ.    Паянхи куна виҫĕ ача садĕнче тата икĕ шкулта строительство ĕҫĕсем вĕҫленнĕпе пĕрех, ултă ача сачĕпе тата пĕр шкулта строительство ĕҫĕсем хĕрӳ пыраҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăвăрт ĕҫсене пурнăҫлани, проектсен пахалăх шайне япăх енчен витĕм кӳмелле марине асăрхаттарнă. «Васкасан, тепре чухне йăнăшсем те пуласси часах, апла пулсан, мĕнпур ĕҫе йĕркесене ҫирĕп пăхăнса пурнăҫласа пыма тăрăшмалла», – тенĕ Пуҫлăх сăмаха ҫавăрса.



09 ноября 2021
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter