Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Элӗк тата Муркаш районӗсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенчи строительство ӗҫӗсемпе паллашнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Элӗк тата Муркаш районӗсенчи  социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенчи  строительство ӗҫӗсемпе паллашнӑ

 Ача садне тата шкула ҫулталăк вĕҫлениччен хута ярассине хыпарланă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Элĕк районĕнче пулнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă.  240 ачана вырнаҫтарма май паракан ача садне «Вĕренӳ» тата «Демографи» наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн пурнăҫлаҫҫĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, объекта кăштах графикран юлса пурнăҫлани сисĕнет.  Планпа килĕшӳллĕн ача садне чӳк уйăхĕнче ĕҫлеттерме пăхса хăварнă.  

«Проекта пурнăҫлакан хăйне шанса илнĕ ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫламанни курăнкалать», тенĕ Олег Николаев.  «Пирĕн тĕллев объекта графикпа килĕшӳллĕн ĕҫе кĕртесси.  Капла тума мĕнпур условисем ҫителĕклĕ. Кăҫал ҫулталăк вĕҫлениччен тĕллеве пурнăҫламалла», тесе хушса каланă вăл. «Енчен те вара, проекта хатĕрлекенсем яваплăха туйса ĕҫе пурнăҫламасан, ҫирĕп явап тыттарма та тивĕ», тесе асăрхаттарнă Пуҫлăх.  

Проектсене тӳрлетӳ кĕртсе хăвармалли тапхăр чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕҫленмелле, экспертизăна вара чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне тухмалла.  Ӳлĕмрен йăнăшсем тăвассинчен сыхланса, проектсен ĕҫне   централизациленĕ майпа BIM-технологисене тĕпе хурса йĕркелеме палăртнă. Проектировщиксем час-часах йăнăшсем тукалани сисĕнет.  Ҫĕнĕ пуҫарăва 2022 ҫулта пурнăҫа кĕртме палăртнă.  Хальхи вăхăтра «АБ «Графит» ТМЯО Элĕк районĕн администрацийĕпе пĕрле проектсенчи ҫитменлĕхсе пĕтерессипе тимлеҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхне ача садĕнче строительство ĕҫне паянхи куна 85 процента ҫити пурнăҫланине пĕлтернĕ.  Ĕҫлемеллисем чылай, электричество тытăмне, сантехникăпа шалти  ĕҫсене те  туса пĕтермелле.  

Палăртнă кун республика ертӳлĕхĕ Муркаш районне те ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе ҫитсе килнĕ.  Районта шкула  строительсем туса пĕтернĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Кашмаш тăрăхĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта харăсах 108 ача вырнаҫтарма май пулĕ. Объекта «Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртеҫҫĕ.  Ҫĕнĕ шкулти ĕҫсем планпа килĕшӳллĕн туллин пурнăҫаннă.  

«Кунта ĕҫ-пуҫ пĕтĕмпех йĕркеллĕ.  Строительство хатĕрĕсен хакĕ кăштах ӳснине тĕпе хурса, туххăмрах кирлĕ пек йышăнусем те туса хăварнă.  Укҫа-тенкĕ ҫителĕклĕ, ăна вăхăтра тивĕҫтернĕ.  Хăш-пĕр ĕҫ хучĕсене йĕркелесе ҫитерсенех, шкула хута яма та юрĕ», – тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Патшалăх экспертизине иккĕмĕш хут тухнă хыҫҫăн, проектпа смета ĕҫ хучĕн хакĕ 172,7 млн тенкĕрен 195 млн тенкĕне ҫитнĕ, хушма пулăшăва Чăваш Республикин резерв фондĕнчен уйăрнă.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Кашмашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта  вĕрентекенсем ачасене аграри енĕпе тарăнрах пĕлӳ пама плана кĕртнине те асăнса хăварнă. Вĕрентӳ методикин пайне ҫĕнĕлле йĕркелесе, паянхи пурнăҫпа тӳр килтерсе пыма пăхса хăварнине те палăртнă вăл сăмаха сăмаха ҫавăрнă май.

Агропромышленноç комплексĕ валли специалистсене хатĕрлес енĕпе темиçе çул каялла хăш-пĕр вĕренӳ учрежденийĕсенче агроклассем уçнă. Шкултан вĕренсе тухсан вĕсем агротехникумсемпе аграри университетĕнче пĕлӳ илме васкаҫҫĕ. Агрошкул çамрăксене ял хуçалăх профессийĕсене суйлама май парать.



12 ноября 2021
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter