«Корпорация Туризм.РФ» Чӑваш Енре "Руна ҫулӗ" бренд маршрутне туса хатӗрлеме хутшӑнать

«Корпорация Туризм.РФ» Чӑваш Енре "Руна ҫулӗ" бренд маршрутне туса хатӗрлеме хутшӑнать

 Кирлĕ пек килĕшĕве Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Корпорация Туризм.РФ». йышăннă, ĕҫ хутĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Корпорация Туризм.РФ» АО Генеральнăй директорĕ Сергей Суханов алă пуснă.

«2024-мĕш ҫулччен «пĕчĕкрех лаптăкпа» Чăваш Республикин территорийĕнче йышăнса хăварма килĕшĕпĕр, ăна валли сахалтан та вунпĕр объект хатĕрлесе тăратăпăр.    Вăл тăрăхсенче чăвашсен йăли-йĕркипе культурине, руна пайне тĕпчесе пĕлме майсем йĕркеленĕҫ.  Туризмшăн хăйне евĕр ҫул-йĕр пулса тăрĕ. Ҫакнашкал тусан ĕҫсене аталантарса пыма та ансатрах пулĕ.  Авалхи ăс-хакăл тĕнчине те ăша хывса пурăнма, тарăнрах тĕпчеме условисем хатĕрленĕҫ.  Каярах вара ҫак ĕҫе ытти регионсене явăҫтарма пикенĕпĕр. Пысăк проект ĕҫне йĕркелесе пуҫарса яма ун чухне часах пулĕ.   Регионсен хушшинчи анлă проект мĕнпур халăхшăн кăсăклă пулса тăрасси те куҫкĕретех. Раҫҫейри халăхсен йăли-йĕркине, культурине, наци пуянлăхне тата та лайăхрах пĕлме майсем йĕркеленĕҫ», тесе ҫапларах каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.  

Ĕҫлĕ килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетессипе ҫыхăннă мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ  Дмитрий Чернышенко, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева хутшăннă.

«Паян эпир наци тĕллевĕсем патне ҫитмелли тата тепĕр пысăк утăм тăватпăр. Регионсемпе пĕрле килĕшсе ĕҫлени – пирĕн граждансене туризм условийĕсемпе тивĕҫтермелли паха майсем йĕркелеме витĕм кӳрет.  Ҫул-ҫӳрев ҫӳреме юратакансене валли кăсăклă объектсем пулаҫҫĕ. Экономика аталанăвне те сахал мар  пулăшу пулĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн 27 регионĕнче туризма аталантарассипе 50 пуҫаруллă проект пурнăҫа кĕрĕ.  Хăна ҫурчĕсем те хута кайĕҫ. Енчен те туризм инфратытăмĕ ҫĕнелсе улшăнсан, ҫул-ҫӳреве тухма юратакансен (туристсен) шучĕ 9,4 млн ҫынран та иртĕ. Проектсем пĕтĕмпех туллин пурнăҫлансан, халăх валли ҫĕнĕ 20 пин ытла ĕҫ вырăнĕ те хатĕрленесси куҫ кĕретех», – тесе палăртса каланă Дмитрий Чернышенко.   «Туризм хăватлă аталансан, бизнеса та вăй илме аванрах, ҫитĕнӳсем тума меллĕрех»,  тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Туризм.РФ» корпораци инвестициллĕ программăсене пурнăҫлама хушма укҫа-тенкĕ те пăхса хăварнă, патшалăх енчен те тĕрев пуласси паллă. Ыйтăва кун пирки тĕплĕнрех «Туризм.РФ»  Генеральнăй директорĕ Сергей Суханов уҫăмлатнă. «Приоритетлă инвестициллĕ программăна хатĕрлес ĕҫ вĕҫленсе пырать.  Ăна 2021-2022-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă. Пĕтĕмпе 385 инвестициллĕ проекта тарăн тишкерсе тухрăмăр. Вĕсенчен чи лайăх 50 проектне суйласа илме пултартăмăр.  Ку вара мĕнпур ĕҫсен пуҫламăшĕ кăна тейĕпĕр-ха.  Туризма аталантарма пăхса хăварнă территорисене тĕпчемелле. Вĕсен аталану ҫул-йĕрĕсене тупса палăртмалла. Проект ĕҫне хатĕрлемелле, каярах вăхăта вăраха тăсмасăрах строительство ĕҫне те тытăнмалла.  Графика кĕртнĕ мĕнпур ĕҫе вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртме тăрăшмалла», – палăртса каланă вăл.  «Руна ҫул-йĕрĕ» регионсен пĕлтерĕшлĕ бренд маршрутне йĕркелесе ярассипе пуҫаруллă проект пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев РФ Правительствин вице-премьерне Дмитрий Чернышенкăна каласа кăтартнă,  региона аталантарма пăхса хăварнă фронтальнăй стратеги ĕҫне йĕркелесе пырассипе ҫыхăннă мероприятисене кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ.  

Проектпа килĕшӳллĕн, Чăваш Республики палăртнă маршрутра центр пулма пултарĕ, кун пирки те ыйтăва ҫирĕп сӳтсе яваҫҫĕ. Объектсене пĕр евĕр, ятарлă символикăсене пăхăнса пурнăҫа кĕртме палăртаҫҫĕ.  Ҫĕнĕ проекта РФ 12 субъекта явăҫтарма шут тытнă.   

Проекта "Туризм.РФ"  Ростуризм тата корпораци  витĕмлĕхĕпе "Туризм тата индустри тараватлӑх" наци проекчӗн шайӗнче 2030 ҫулччен пурнӑҫлама сӗнеҫҫӗ, унӑн хаклӑхӗ 6,9 миллиард тенкӗ пулĕ, ҫав шутра 4,2 миллиард тенкӗ – бюджетсӑр инвестицисем, 2,7 миллиард тенкӗ – федераци бюджечӗн укҫи-тенки.



19 ноября 2021
15:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter