«Ҫĕнĕ ҫул уявĕсем умĕн усал кăшăл вирус чирĕ сарăлассинчен пурин те сыхă тăмалла», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Ҫĕнĕ  ҫул уявĕсем умĕн усал кăшăл вирус чирĕ сарăлассинчен пурин те сыхă тăмалла», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

"Ҫӗнӗ кăшăл вирус  инфекцийӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру, пӗтӗмӗшле илсен, кану кунӗсен тапхӑрӗнче йӗркеленнӗ  пекрех пулса пырать. Сывалса тухакансем нумайлансах пыраҫҫĕ», – палӑртнă республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере иртекен канашлура.

«Кăшăл вируспа чирленӗ тӗслӗхсен шучӗ хальлӗхе пĕр шайрах тăрать-ха. Кунсерен  специалистсем  160-170 тӗслӗх тупса палăртаҫҫĕ. Ҫитменнине вара вакцинациленекенсен шучĕ юлашки кунсенче палӑрмаллах чакрӗ",  – тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Регион Ертӳҫи муниципалитетсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене кăшăл вирус инфекципе кӗрешмелли мероприятисем паян чӑнах та мӗнле пурнӑҫланса пынине тепӗр хут тӗрӗслеме сĕннĕ. Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав  уявĕсен умӗн чирлесе ӳкесрен сыхланмалла.

"Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем мӗнле иртессине ҫынсем ыйтаҫҫӗ. Эпир сирӗнпе ҫакна куратпӑр: ҫак эрнере темиҫе патшалӑх локдаунсем ҫинчен ( кăшăл вирус амакĕнчен асăрханса вакцинаци туман граждансем  пирки) пӗлтерчӗҫ. Федераци шайĕнчи халӑхпа пĕрле пулакан мероприятисем, ҫӗнӗ ҫул елки тата ҫӗршыври мӗнпур регионти представителӗсене хутшӑнтарса йӗркеленӗ ытти пулăмсем, пӗрин хыҫҫӑн тепри пӑрахӑҫлаҫҫӗ», – палӑртнă Олег Николаев.   «Пирӗн те ҫав ҫул-йӗр ҫинчен, вакцинациленмен граждансем пирки шухăшласа пăхмалла. Кăшăл вируспа чирлекенсене сиплессишĕн кăна тăрăшсан, ытти чирпе аптракансем вăраха кайса чирлес хăрушлăх та сиксе тухма пултарĕ.  Мĕнпур халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтермелле», – тенĕ вăл.

 Унсӑр пуҫне, Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарса пынӑ ҫемӗн миграци вӑйлансах пырӗ. Ку вара – кăшăл вируса алхасма витĕм кӳрекен  хушма хӑрушлӑх. Кун пирки те никамăн та манма юрамасть, тимлĕхе ҫухатмалла мар, харпăр хăй сывлăхне упрассишĕн тăрăшмалла, профилактика мерисене пăхăнмалла.



22 ноября 2021
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter