Шывсем ҫывăхĕнчи ятарлă кану вырӑнӗсен шучӗ туризма аталантармалли программӑпа килĕшӳллĕн ӳсме пултарĕ

Шывсем ҫывăхĕнчи ятарлă кану вырӑнӗсен шучӗ туризма аталантармалли программӑпа килĕшӳллĕн ӳсме пултарĕ

Республикăра ятарласа шыва кĕмелли вырăнсене йĕркелессине  туризма аталантарассипе ҫыхăннă программăна тĕпе хурса ытларах та ытларах хута яма плана кĕртнĕ.  Кун пирки ырă хыпара Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе  ĕҫлекен комиссийĕн паянхи  ларăвĕнче пĕлтернĕ.

«Пĕвесемпе, кӳлĕсем ҫывăхĕнче тирпей-илем кĕртсен, вăл тавралăх тата та халăха ытларах илĕртĕ. Инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерес тесен, хăтлă условисем ҫынсем валли хатĕрлени уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ҫавăнпа та асăннă ыйту ҫине тимлĕх уйăрма сĕнетĕп, палăртнă ĕҫсене хастартарах йĕркелесе пымалла», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсене хăйсен территорийĕсенчи объектсене республикăра туризма аталантарассипе ҫыхăннă анлă программăна кĕртсе хăварма ятарлă проектсем тăратма сĕннĕ. Паянхи пурнăҫ таппинче хатĕрленекен туризма аталантарас  программăра ял тăрăхĕсенче вырнаҫнă объектсем кĕрсен, вĕсене тата та лайăхрах халăха валли хăтлăлатса пыма май килĕ.  Кун пирки ыйтăва паян кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра та тарăн сӳтсе явнă.

Кăҫалхи ҫул, шыва кĕмелли тапхăр валли пĕтĕмпе 123 ятарлă вырăн хатĕрленĕ. Шыв объекчĕсем регионта пурĕ –1814. Пĕвесемпе кӳлĕсем, юхан шывсем уйрăмах халăха ҫуллахи тапхăрта хăйсем патне илĕртеҫҫĕ, ҫавăнпа та  вĕсен ҫывăхăнчи лаптăксене тирпей-илем кĕртни паха.        

Шыв тимлĕхе юратать, апла пулсан, профилактика мерисене пурин те пăхăнмалла. Ҫăлавҫăсем кăна пурнăҫа ҫăлса хăварни ҫителĕксĕр, халăхăн хăйĕн те асăрхануллă пулма тăрăшмалла.   Ятарласа палăртман вырăнсенче шыва кĕме юрамасть, кун пек чухне инкек пуласси те часах. Ҫынсем ӳсĕрле шыва кĕрсе, хăйсен пурнăҫне вăхăтсăр татни вара пурсăмăра та хытă пăшăрхантарать.

Раҫҫей МЧС Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Валерий Алексеев хăйĕн сăмахĕнче, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта шыв объекчĕсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă. Кăҫал ҫуллахи тапхăрта шывпа ҫыхăннă 34 инек пулнине пĕлтернĕ. «Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен кăтарту ӳсни куҫ кĕретех», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «33 ҫын вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă, виҫĕ ача вилни те тарăн шухăша пурсăмăра та ярать», – тенĕ вăл.  Ҫăлавҫăсем те кулленех сыхă тăнă, икĕ ачана ҫăлса хăварнă. Пурĕ ҫулталăк тăршшĕпе 38 инкек пулнă, 37 ҫын вăхăтсăр хăйĕн пурнăҫне татнă.    

Сахал мар профилактика ĕҫĕсене туса ирттернĕ, ҫынсем пур-пĕрех йĕрке пăсни сисĕнет.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев халăха тĕплĕн ăнлантарса пани аван тесе хакланă,  анчах та йĕрке пăсакансене тупса палăртсан, явап тыттарсан тата та витĕмлĕрех тенĕ.   Пăр урлă транспортпа каҫса ҫӳреме ятарлă каҫăсем пур вырăнта кăна юрĕ, ытти кирлĕ-кирлĕ мар ҫĕрте пăр ҫине транспортпа тен тухмасан та лайăх, пĕлме май ҫук, хăш вăхăтра инкек пулассине. Апла пулсан, пурин те хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть, асăрхануллă пулнине нимĕн те ҫитмĕ.   Юлашки çулсенче транспорт хатĕрĕсем пăр çине тухнă май шыва кайнă тĕслĕх чылай пулнине аса илтерчĕ. Кунашкалли ытларах чухне çынсен вилĕмĕпе вĕçленет. Çавăнпа транспорт хатĕрĕсем ятарлă каçă йĕркелемен вырăнсенче пăр çине тухнăшăн штраф палăртмалла, унсăрăн асăннă йышши инкексем татах та татах пулĕç тенĕ.

 



22 ноября 2021
18:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter