Чăваш Ен тĕп хулинче наркомание, наркотиксене сивлессине тĕпе хуракан квест-пӳлĕм уçсан аван пулассине каланă

Чăваш Ен тĕп хулинче наркомание, наркотиксене сивлессине тĕпе хуракан квест-пӳлĕм уçсан аван пулассине каланă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăн тĕп хулинче квест-пӳлĕм йĕркелеме, унта  наркотика хирĕҫ кĕрешессипе тĕрлĕ усăллă мероприятисем ирттерме сĕннĕ.

Чăваш Республикинче наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕнче палăртнă ыйтăва Чăваш ЕНри шалти ĕҫсен министерствинче наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе тимлекен Управленийĕн пуҫлăхĕ Данис Шакуров хускатнă.  Ку ĕҫе ытларах аслă классенче вĕренекен шкул ачисене явăҫтарсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл.  Ҫитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн, унта тĕрлĕ профилактика енĕпе мероприятисем йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă.   Чăваш Ен тĕп хулинче наркомание, наркотиксене сивлессине тĕпе хуракан квест-пӳлĕм уçсан аван тенĕ.

«Хальхи вăхăтра çамрăксем кунашкал вăйĕсене питĕ килĕштереççĕ. Çак локацин аналогĕ хальлĕхе федерацин Атăлçи округĕнчи хуласенче çук-ха, ăна Шупашкарта йĕркелеме пулать тивĕçлĕ площадкăсем пур. Çапла майпа çамрăксене вăйă формипе усă курса профилактика енĕпе витĕм кӳме меллĕ», – тенĕ Данис Шакуров.  

Олег Николаев Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерствине, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине, Шупашкар хулин администрацийĕн ертӳлĕхне асăннă ыйтупа тарăнрах ĕҫлеме, тĕрлĕ сĕнӳсене тишкерме, ĕҫ ушкăнне палăртма хушнă.

Профилактика ĕçне искусство хăватне явăçтарасси пирки те калаçу пулнă. Сăмах – Çамрăксен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театрĕн «Пиллĕк – çирĕм пиллĕк» спектаклĕ пирки. Пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илессине тĕпе хуракан трагикомеди, Данис Шакуров шучĕпе, «çитĕнекен ăрăва çын пурнăçĕн хакне ăнланма, уншăн яваплă пулма вĕрентĕ».  Ҫамрăксем яваплăха туйса ӳссен, вĕсен ĕмĕрĕ те вăрăм пулĕ, вăхăтсăр пурнăҫа татмĕҫ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче çакна Чăваш ЕНри  ШĔМĕн наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан управленийĕн пуçлăхĕ Данис Шакуров çирĕппĕн каланă.

Кăҫал 10 уйăх хушшинче республикăра наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне явăçнă 18-29 çулсенчи çамрăксен, уголовлă майпа явап тыттарнăскерсен, шучĕ палăрмаллах, 16,4% ытла, чакнă. Çул çитменнисем тĕлĕшпе çак кăтарту лайăхланнă – 25% пĕчĕкленнĕ. Преступлени тунă çамрăксенчен 14-шĕ – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен вĕренекенĕсем, 7-шĕ – студентсем. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче çул çитменнисем тунă наркопреступленисен шучĕ 67-рен 10 тĕслĕх таран чакнă. 18 çул тултарман 13 çамрăка наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕшĕн административлă майпа явап тыттарнă.



23 ноября 2021
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter