Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «РЖД»   АУО  филиалĕн Горький чукун ҫулĕсен пуҫлăхĕпе Сергей Дорофеевскипе тӗл пулнă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «РЖД»   АУО  филиалĕн Горький чукун ҫулĕсен пуҫлăхĕпе Сергей Дорофеевскипе тӗл пулнă

«Чăваш Ен тата ҫĕршыври «Раҫҫей чукун ҫулĕсем» АУО чылайранпа туслă ҫыхăну тытаҫҫĕ, шанчăклă ĕҫтешсем шутланаҫҫĕ.  Республика территорийĕнче чукун ҫул компанийĕн ятарлă инфратытăмĕ те пур.  Вĕсем халăха транспорт пулăшăвĕпе тивĕҫтереҫҫĕ.  Кунсăр пуҫне «РЖД» компанийĕ валли Чăваш Енри пысăк промышленноҫ  предприятийĕсенче таварсем те калăпланса тухаҫҫĕ», – тесе каланă Олег Николаев.

  Чăваш Ен транспорт тытăмĕнче чукун ҫул пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. 

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче нумаях пулмасть  «РЖД» ОАО генеральнăй директорĕпе – правленийĕн председателĕпе Олег Белозеревпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернине асăннă. «Пирĕн республикăри тавар туса кăларакансен продукцийĕпе чукун ҫул отрасльне тивĕҫтересси ӳссе, ассортимент пуянланса пырать.  Компанипе тата та анлăрах ĕҫлеме, «РЖД» валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсене тăратма калаҫса килĕшнĕ», – тенĕ Олег Николаев.   «Ку темăпа малалла хăш-пĕр ятарлă проектсем пирки Чăваш Ене  ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕ Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕн ҫумĕпе Александр Морозовпа тĕплĕнрех калаҫу пулĕ», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   «Хутшăнусене аталантарса пыни регион экономикине вăй илтермешкĕн ырă витĕм кӳрет», – тенĕ вăл.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Горький чукун ҫул пуҫлăхĕпе тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă. Хурҫă магистраль тăрăх куллен груз турттарассине тата пассажирсене чăрмавсăр илсе ҫӳрессине шанчăклă йĕркеленĕ. Сусăрсене регионта транспортсем ҫинче ҫӳреме ятарлă условисем туса парас ыйту та кун йĕркинчех тăнă.  Чукун ҫул инфратытăмне ҫĕнетсе улăштарасси, тирпей-илем кĕртесси,  Канашпа Ҫĕмĕрле хулисенче чукун ҫул ҫывăхăнчи каҫса ҫӳремелли кĕперсене юсасси пирки те ыйтăва хускатнă.  

«Чукун ҫул инфратытăмĕн ҫирĕп пулмалла, условисем халăха тивĕҫтермелле.   Калăпăр, Канашра объектсем тирпейлĕ.  Кун пирки эпир «РЖД» ОАО генеральнăй директорĕпе Олег Белозеровпа та калаҫрăмăр», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   «Эпир хамăр енчен кирлĕ пек мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пыма витĕм кӳме хатĕр. Проектпа смета ĕҫ хутне те туса хатĕрлеме пулăшăпăр. Вăхăта вăраха тăсмăпăр, мĕн кирлине ҫийĕнчех туса пама тăрăшăпăр», – тенĕ вăл.

«РЖД»   АУО  филиалĕн Горький чукун ҫулĕсен пуҫлăхĕ Сергей Дорофеевский малашнехи ĕҫре пĕрле килĕшсе ĕҫлеме хатĕр пулнине палăртнă.  «Республикăра чукун ҫул транспорт инфратытăмĕ тата та лайăхрах пултăр тесе тăрăшатпăр.  Ку ҫул-йĕре палăртнă, ăна аталантарса пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлĕпĕр.   «РЖД» приоритечĕ –халăха пахалăхлă пулăшупа тивĕҫтересси, чукун ҫул транспортне кал-кал ҫӳретме, пассажирсене илсе ҫитерме тата груз ҫыхăнăвне кирлĕ пек йĕркелеме пулăшасси», – тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

         



25 ноября 2021
16:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter