Инвестици аталанӑвӗн агентстви Чӑваш Енре ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлама тата ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме пулӑшать

Инвестици аталанӑвӗн агентстви Чӑваш Енре ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлама тата ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме пулӑшать

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе «Чăваш Республикин инвестици аталанăвĕн агенстви» АНО Сăнав канашĕн пĕрремĕш ларăвне ирттернĕ.

«Республикăра инвестици ĕҫ-хĕлĕн аталанăвĕн институчĕ йĕркелентĕр тесе сахал мар ĕҫленĕ. Чылай йывăрлăха та парăнтарма май килчĕ. Эпир паян тӳрремĕнех калама пултаратпăр, вăл институт ĕҫе тытăнчĕ тесе.  Вăл тытăмăн тĕллевĕ – Чăваш Республикинче инвестици политикине тивĕҫлĕ шайра тытса пырсси. Кашни инвестор валли хăтлă условисем йĕркелесе пама витĕм кӳресси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать», - тесе каланă Олег Николаев.

Агенство ĕҫне пула, проектсен шутне ытларах та ытларах тума шутлатпăр, тĕп капитала хывакан инвестици калăпăшне те ӳстерме шухăшлатпăр.

Агенство ĕҫĕ пирки тĕплĕнрех организацийĕн директор ĕҫне пурнăҫлакан Сергей Мякинин каласа кăтартнă, пуласлăхри виҫĕ ҫул хушшинчи пурнăҫламалли программăпа паллаштарнă.  Агенство бизнес валли ятарлă пулăшу ĕҫĕсемпе тивĕҫтерекен «пĕрлехи чӳрече» пулса тăрать.  Инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртессинче вĕсем ĕҫсене йĕркелесе пыма ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем хушшинче   ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарма пулăшĕҫ.

Кăҫал авăн уйăхĕнчен пуҫласа паянхи кунчен Агенствăна проектсене пурнăҫа кĕртес ыйтупа 20 пуҫаруллă инвестор пынă. Вĕсенчен ытларахăшĕ территорисене палăртас, партнерсене тупас ыйтусене хускатнă.  Ҫитес ҫулта Агенство Инвестиципе аталану  Наци ассосиацийĕн    пайташĕ пулма шутлать.  Кун пек пулсан, инвесторсен тытăмне тишкерсе пыма та условисем йĕркеленĕҫ, квалификациллĕ специалистсене хатĕрлеме, экспертсен пулăшăвне те илме аванрах пулĕ.  

Инвестици аталанăвĕн агенствин пулăшу формисем пирки лайăх ăнланса пĕлсе пымаллине каланă хăйĕн сăмахĕнче  Олег Николаев. Кашни территоринче инвестици потенциалне пуҫарса йĕркелесе ямалла.  «Инвесторсен сĕнĕвĕсене тарăн пăхса тухса тишкерӳ тума тăрăшмалла Агенствăн. Кун пек ĕҫе пурнăҫласан, инвесторсем хăйсене лайăх туйĕҫ.  Ĕҫ докуменчĕсене хатĕрлес тапхăра кĕскетме май килсен, усă курăнмасăр шутланса  тăракан территорисенче ятарлă организацисемпе предприятисем хута кайни питĕ лайăх», - тенĕ вăл.     

Тулашри инвесторсем ҫине кăна таянмалла мар, Чăваш Республикинче паянхи куна ĕҫлекеннисем ҫине ытларах тимлĕх тен уйăрмалла. «Эпир кашни предприниматель республикăра ĕҫлетĕр тесе вĕсене валли хăтлă условисем йĕркелесе пама тăрăшатпăр. Экономикăпа социаллă пурнăҫа аталантарма витĕм кӳрекен инвесторсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.  Вĕсем хамăр тăрăхра тĕпленнĕ ҫынсем, экологине упрассишĕн те тăрăшаҫҫĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйту ҫине те тимлĕх уйăрма пикенеҫҫĕ, йăла-йĕркесене тытса пырса ҫитĕнекен ăрăва вĕренсе хăварассишĕн вăй хураҫҫĕ», - тенĕ Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май.

Ҫитес ҫул пĕрремĕш ҫур ҫуллăра инвестици декларацине йышăнма плана кĕртнĕ, ăна тĕпе хурса ӳлĕмрен инвесторсен, патшалăх органĕсемпе тĕрлĕ ресурссемпе тивĕҫтерекен организацисен ҫирĕп ĕҫ йĕрки пулĕ.  Проекта пурнăҫа кĕртме май паракан мероприятисен алгоритмне хатĕрлесен те аван, ҫăмăллăхсемпе усă курассинче, финанс енчен патшалăх тĕревне илессинче, персоналсене палăртас ĕҫсенче пысăк витĕм кӳме пултарĕҫ.    



25 ноября 2021
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter