Чӑваш Ен - "Ҫамрӑк профессионалсем" IX чемпионачӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Раҫҫейри регионсем хушшинче 13 вырӑна ҫĕнсе илнĕ

Чӑваш Ен - "Ҫамрӑк профессионалсем" IX чемпионачӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Раҫҫейри регионсем хушшинче 13 вырӑна ҫĕнсе илнĕ

 «РФ 76 регионĕ хушшинче Чăваш Республики 13-мĕш вырăн йышăнать.  Ҫав тери пысăк ҫитĕнӳ.  Пирĕн тата та малашне лайăхрах кăтартусемпе палăрассишĕн тăрăшмалла. Тĕллевсем пысăк.  Хамăрăн тавракурăмлăха ӳстерсе ăс-тăна пуянлатмалла.  Пуринчен те лайăхрах пулассишĕн вăй хумалла. Хамăрăн ҫитĕнӳсем пире малашне тата та хастартарах ĕҫлеме хавхалантарса тăмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  «Ҫамрăк профессионалсем» Наци чемпионачĕн призерĕсене саламланă май.

Чемпионатăн финалĕ 2021 ҫулта ҫурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа 29-мĕшĕччен Уфа хулинче иртнĕ.  Палăртнă мероприятине Чăваш Енрен 27 конкурсант хутшăннă.  Финал пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ ушкăнĕ 3 ылттăн медале, 2 кĕмĕл, 3 пăхăр медале тата 12 медальона тивĕҫлĕ пулнă. РФ 61 субъекчĕ хушшинче Чăваш Республики хисеплĕ 13-мĕш вырăна тухнă.  

Ҫамрăк яш-кĕрĕм хушшинче «Ҫамрăк профессионалсем» чемпионат питĕ пĕлтерĕшлĕ те сумлă мероприяти пулса тăчĕ.  Ҫамрăксене ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вĕрентет, професси пĕлĕвне ӳстерме витĕм кӳрет, ĕҫ профессисене хисеплеме хистет.  

Яш-кĕрĕм чемпионатра хăйсен ăсталăхне тĕрлĕ енчен кăтартса парать. Вăл паянхи пурнăҫ таппине тӳр килекен пысăк технологи витĕмлĕхне те ăша хывма вĕрентет.

9 ҫул хушшинче республикăри ҫамрăксем сахал мар ҫĕнтерӳсемпе палăрнă.  Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен WorldSkills чемпионата хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ ҫамрăксем. Паянхи куна Раҫҫейĕн Ворлдскиллс Нацин пĕрлештернĕ ушкăнĕнче Чăваш Енрен икĕ ҫамрăк хутшăнать.

Пухмачра Чăваш Енĕн 9 ылттăн медаль, 8 кĕмĕл, 12 пăхăр тата 41 медальон.



01 декабря 2021
13:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter