Олег Николаев " Ҫулталăк ҫемйи – 2021" конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланă

Олег Николаев " Ҫулталăк ҫемйи – 2021" конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланă

Чăваш Енре «Ҫулталăк ҫемйи – 2021» конкурс ĕҫне пĕтĕмлетнĕ. Ăмăртура мала тухнисене  саламлама  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе, республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ертӳҫипе Наталья Николаевӑпа хутшӑннă, наградăсем парса чысланă.

Финалра муниципалитет тапхӑрӗнче ҫӗнтернисен йышӗнчен суйланӑ тӗрлӗ номинаци ҫӗнтерӳҫисене наградăланă. «Ҫулталӑк ҫемйи – 2021» диплома Шупашкарта пурӑнакан Шиловсем тивӗҫнĕ. 6 ачаллӑ туслӑ та пултаруллӑ йыш асӑннӑ конкурса пӗрре мар хутшӑннӑ.

«Конкурс йĕркелӳҫисене тата  унта хутшăнакансене Ҫемье туприне упрама, пысăк ҫемье пĕлтерĕшне ӳстерме витĕм кӳнĕшĕн тав тăватăп.  Ҫемье – обществăн ячейки.  Ҫирĕп ҫемье патшалăх тĕрекĕ. Ҫирĕп ҫемьесем пулсан патшалăх та вăйлансах пырĕ. Мĕнпур йывăрлăха парăнтарма ҫăмăлтарах пуласси куҫ кĕретех», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ.

Ҫирӗпленнӗ конкурса кил-йышра никӗсленекен тӗп хаклӑхсене упрас, мӗн пур ырӑ йӑла-йӗркене малалла тӑсас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.

Нумай ачаллă ҫемйесене пулăшасси пирки тăтăшах ҫĕршыв Президенчĕ аса илтерсех тăнине палăртнă Олег Николаев.  Ҫĕршыв пуҫлăхĕн пуҫарăвĕсем пурнăҫ пахалăхĕн шайне  ӳстерме витĕм кӳнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май, наци проекчĕсем те сахал мар тĕрев пама пулăшнине асăннă.  Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн Чăваш Республикин Правительстви сахал мар ĕҫленине каланă. Шупашкар хулинче пурăнакан Шиловсен ҫемйи «Ҫулталăк ҫемйи 2021»  титула ҫĕнсе илнĕ.   Алексей тата Наталья пĕрле пĕрне-пĕри килĕштерсе 21 ҫул пурăнаҫҫĕ, ултă ача пăхса ҫитĕнтереҫҫĕ.   Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакан Богатеевсен ҫемйи социаллă яваплă ҫемье шутланать.  Спортпа туслă ҫемье номинацире Ҫĕрпӳ  районĕнче пурăнакан Солодёновсен ҫемйине ҫитекенни пулман. «Туслă ҫемье» номинацире Канаш районĕнче пурăнакан Петровсен ҫемьи мала тухнă.   Пултаруллă ҫемйесем те сахал мар, Шупашкар хулинче пурăнкан Черновсем мала тухса ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнă.  Улатăр тăрăхĕнче пурăнакан Лысовсем чи ĕҫчен ҫемьесем ята ҫĕнсе илнĕ.    

Йăла-йĕркене тытса пырассипе те сахал мар тăрăшаҫҫĕ мăшăрсем. Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулнă ăмăртура Куславкка районĕнче пурăнакан Васильевсен ҫемйи мала тухса, пысăк хисепе титвĕҫнĕ.  Вĕсене диплом парса хавхалантарнă пĕтĕм Раҫҫейри «Ҫулталăк ҫемйи 2021» ҫемье конкурсĕн йĕркелӳ комитечĕ.  

Чăваш Енре ĕҫ династийĕсене 18 ҫул ытла чыслаҫҫĕ.  Ку йăлана тĕпе хурса, кăҫал та пиллĕк династине Чăваш Республикин Ĕҫлев министерстви тав ҫырăвне парса чысланă.   Ҫĕрпӳ, Тăвай, Вăрнар, Елчĕк  районĕсенче тата Шупашкар районĕнче пурăнакан лайăх ĕҫлесе пысăк хисепе тивĕҫнĕ мăшăрсем тĕслĕх вырăнне пулса тăнă.

 



02 декабря 2021
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter